Previous Page  120 / 140 Next Page
Information
Show Menu
Previous Page 120 / 140 Next Page
Page Background

пӗтнӗ. Ӑҫта каймалла-ха? Унтан сан пата килтӗм вара... Эсӗ ан

хӑра! Эпӗ пӗр виҫ-тӑват куна кӑна. Унтан инҫе каятӑп.

—Мӗнле? Ӑҫтан килтӗн? —пӑртак лӑплансан, ыйта пуҫла-

рӑм эпӗ.

Вӑл хӑйӗн ҫинчен пит сахал каларӗ.

Революди вӑхӑтӗнче Полыпӑра тытӑнса юлнӑ; пайтах вӑхӑт

Львовра пурӑннӑ. Кӑҫал, сентябрьте, Львов каллех СССР-а

куҫрӗ. Килес тесе ӗмӗтленнӗ ҫӗре килме мел пулчӗ.

Мӑнакка ман ҫине тӗллесе пӑхать те ҫавӑнтах хаш! хуйхӑрса

ярать; унтан тӗпеле кӗрсе каять, унта темӗскер шалтӑртатгарма

пуҫлать, каллех тухать те хаш! хуйхӑрса ярать.

Туятӑп вӑл мӗншӗн вӗтеленнине: пирӗн чӑнахта хӑналама

нимӗн те ҫук.

—Мӑнакка! —терӗм эпӗ. —Кайса кил Кузьмасем патне.

Кивҫен ҫӑкӑр ыйт!

—Гм! —Виктор тӑчӗ, йӗрӗннӗ пек пуҫне пӑрчӗ. —«Пуян

та культурӑллӑ пурнӑҫ»-им ӗнтӗ ку сирӗн? —Лӑх-лӑх-лӑх кулать

хӑй.

Кун пек кулма ӗлӗк пӗлместчӗ, халь вӗреннӗ. Ҫьш кӑмӑлне

пӑсакан, нервӑсене ыратгарса карӑнтаракан кулӑ.

Йывӑр утӑмпа утса сӗтел хушшине ларчӗ.

—Кала-ха, Анна: мӗнле пурнӑҫ турӑр ҫирӗм ҫул хушшинче?

Мӗншӗн паян выҫӑ ларатӑр?

Унтан куҫӗпе мана тӗллерӗ, пӑхӑнтаракан, пӑшӑлтатса

тухакан сассипе манран ыйтрӗ:

—Кала-ха чӑннипе... Пӗр пытармасӑр. Елӗкхи, вӑрҫӑчченхи

пурнӑҫа таврас килет-и? Асгӑватни! Пирӗн ҫурт. Мӗн кӑна ҫукчӗ

вӗт. Эх, райри пурнӑҫ вӗтӗ! Е, Анна!

Тӑрса, уткаласа ҫӳре пуҫларӗ. Унтан, вӑрт! ҫаврӑнса, каллех

пӑшӑлтатрӗ:

—Ман пӗлес килет. Ӑнланатни, пӗлес килет: мӗн те пулсан

улшӑннӑ-и сирте? Мӗн те пулсан, ҫыхнӑ-и сире ҫак влаҫпа?

Тарӑн та сарлака-и вӑл ҫыхӑсем? Е пушӑ сӑмахсем кӑна-и

вӑл —«класла сознани», «патриотизм», «советла героизм» —

тата тем те пёр... Пурӑнас килет-и «класлӑ сознанисӗр»,

«революцисӗр», колхозӑр?

«Колхозсӑр, революцисӗр!» шухӑш йывӑррӑн ҫаврӑнать.

Ответ, ҫивчӗ ответ шыратӑп, анчах пуҫа, куҫ умне ыталма

хӑтланакан Виктор ашшӗ килсе тӑрать, унтан вӑлах офицер

пулса каять, саламат ҫӗкленет...

116