Previous Page  116 / 140 Next Page
Information
Show Menu
Previous Page 116 / 140 Next Page
Page Background

ТӐШМАН КУҪ УМӖНЧЕ

Шинеллӗ ҫын ун умне тулли стакан шыв лартрӗ. Ватӑлас

енне кайнӑ, ҫапах ҫутӑ, чӗрӗ куҫлӑ хӗрарӑм стакана кӑвакарнӑ

туги патне илсе пычӗ, хыпаланмасӑр кӑшт сыпрӗ, унтан куҫне

шинеллӗ ҫын ҫине ҫӗклесе пӑхрӗ. Леш сӗтел ҫинче выртакан

коробкӑран шӑнӑрлӑ аллипе пирускӑ кӑларчӗ, шӑрпӑк чӗртсе

тивертрӗ.

«Ман ывӑл пекех хӑтланать», —шухӑш ҫиҫрӗ те пӑлхавлӑ

чӗрене лӑплантарчӗ.

Петлица ҫинче виҫӗ хӗрлӗ кубик. Ывӑлӗн шинелӗ ҫинче те

ҫаплаччӗ. «Пёр пек вырӑнта, куран». Ку тата пӑртаклӑплантарчӗ.

Шинеллӗ ҫын армире туяннӑ вьшравкӑпа шкаф патне пычӗ,

темле папкӑ илчӗ, ҫав утӑмпах хӑй вырӑнне ларчӗ, халь тин

пуҫне ҫӗклесе, хӗрарӑм ҫине кӗтсе пӑхрӗ.

«Утти ҫавах. Пёр пек вӗрентеҫҫӗ, куран». Ку пӗтӗмпех лӑп-

лантарса ҫитерчӗ.

—Халь калап ӗнтӗ, —хӗрарӑм ҫамки ҫинчен тарне шӑлса

илчӗ. Тепӗр сыпкӑм шыв сыпрӗ. НКВД сотрудникӗ ларнине

манса, ывӑлне каланӑ пекех каласа пама пуҫларӗ. —Вӑл манӑн

«венчеглӗ» упӑшка. Ан тӗлӗнӗр. Ҫапла каласан вара пурге тӗлӗнеҫҫӗ.

Эпир вӑрҫӑччен нумай пулмасть пӗрлешнӗччӗ. Пӗрлешнӗччӗ

хамӑр ирӗкпе. Ман атте те, ун ашшӗ те хирӗҫ пулчӗҫ, анчах

Виктор нимӗн ҫине те пӑхмарӗ, мана хӑйсен ҫуртне ҫавӑтса

кӗчӗ. Йывӑр халь калама, мӗн мана хапсӑнтарнӑ: илемлӗ сарӑ

ача Виктор-и, е пуян кил-ҫурт-и? Вӗсем чӑнах пуянччӗ. Ашшӗ

старшина пулса ӗҫлетчӗ.

Венчет тусан пӗр уйӑхран ӑна вӑрҫа илсе кайрӗҫ. Вӑл хушӑрах

эпир пӗр-пӗриншӗн ют пулни курӑнчӗ. Хура кӗркунне. Шӑ-

пӑртатса ҫумӑр ҫӑвать, ҫӗре лексех пӗлӗтсем шӑваҫҫӗ. Пӗтӗм ял

салтак ачисене уй хапхинчен тухсах ӑсатать.

Упӑшкисене ӑсатакан арӑмсем макӑраҫҫӗ. Эпӗ макӑраймастӑп.

Вӑл кӗтмест те эпӗ макӑрасса.

—Кин, эсӗ яла тӗлӗнтеретӗн! —пӑшӑлтатать хыҫалта пыра-

кан ани.

112