Previous Page  125 / 140 Next Page
Information
Show Menu
Previous Page 125 / 140 Next Page
Page Background

та ҫукчӗ. Чей ёлкёриччен митинга кайса килем-ха. Ҫул ҫинче

Михайлов курчё те митингра сӑмах калама хушрё. Тухса кайрё.

«Мӗншӗн-ха каламарӑм Виктор кунта выртни ҫинчен?» —

хама хам вӑрҫса илтём.

Митинг ирттерекен вырӑн пирён умрах. Духовой оркестр

«Интернационал» выля пуҫларӗ. Темиҫе те илтнё валюрра. Анчах

паян, мӗншӗн-тӗр, —ҫӗклет вӑл ӑшри ӑшӑ-ӑшӑ япалана. Ҫывӑх,

ӑнланмалла туйӑнаҫҫӗ сӑмахӗсем, юрлакан ҫыннисем.

«Вставай, проклятьем заклейменный...»

Пыр тӗпне ырӑ куҫҫуль пӳлӗнет.

Алӑк уҫӑлчӗ, ҫаврӑнса пӑхрӑм: Виктор тӑра парать. Куҫӗсем

анса кайнӑ, хырман сухалӗ шӑрт пек персе тухнӑ. Аса килчӗ:

«Нивушлӗ ҫав белогвардеец ман «аттех» пулчӗ-ши»? Эпӗ

ун ҫине шикленсе пӑхрӑм.

—Ман хутсем, кӗнкексем манса юлнӑ кунта. Кам, мӑнакка

пуҫтарса хучӗ-ши? Ан хӑра! Урӑх пурӑнмастӑп сирӗн патра. Паян

каятӑп. Инҫе!

Чӳрече патне пычӗ. Кӗрлесе, юрӑ сасси пырса кӗчӗ:

«Лишь мы работники всемирной

Великой армии труда...»

—Праҫник ӗнтӗ ку? —хӑйӗн нервӑсене ыратгарса карӑнта-

ракан куллипе ман ҫине пӑхрӗ: — Праҫник! Лартасчӗ ҫак

чӳречерен пёр пулемет. Ҫулса тӑкма!

Эпӗ чӗтре пуҫларӑм. Ӑнсӑртран выртакан тукмака алӑ

ҫатӑртаттарса тытрӗ.

«Мӗншӗн-ха Леня килмест?» тесе шухӑшласата ӗлкӗрей-

мерӗм, Леня пырса та кӗчӗ.

Весӗ пӗр-пӗрне курчӗҫ... Хӑрушӑ калама та. Ун пек япала

эпӗ халиччен курман. Иккӗшӗн куҫӗ те юнпа тула пуҫларӗ,

хашкаса сывлани илтӗне пуҫларӗ.

— Каллех! Каллех! —тискеррӗн ҫухӑрса ячё Виктор. —

Хӑтӑлаймастӑп-шим эпӗ санран нихҫан та? Ҫирӗм ҫул хушши!

Тёлёкре те, пурнӑҫра та...

Ҫӑварӗ хӗррине кӑпӑк пуҫтарӑнчӗ, шуралнӑ пит-куҫӗнче

шӑнӑрсем выля пуҫларӗҫ.

—Пӗте пӗлетӗн-и эсӗ хӑҫан та пулсан?!

Кӗсйинчен наган кӑлара пуҫларӗ, ӑна астуса, Леня та аллине

кобура ӑшне чикрӗ. Те амӑшӗ еннеллех переймӗ-хатесе, Виктор

чакса шӑп ман ума тӑчӗ. Наганне ҫӗклеме пуҫларӗ. Хуллен,

хыпаланмасӑр...

121