Колхоз председателӗнче ун чухне пӗр юрӑхсӑр ҫынччӗ. Халь
кӑларчӗҫ ӗнтӗ ӑна. Куҫне пӗрмай мӑч-мӑч хупатчӗ вара, мӗн те
пулин тарӑхмалли тупатчӗ. «Колхозниксем ӗҫлеме тухмаҫҫӗ,
кӳлме урапа ҫук, пӳлмесенче тырӑ ҫук...» Пӗрмай тарӑхать.
Ҫитменлӗхсене пӗтересси —асӗнче те ҫук.
Тырӑ мана памарӗ.
—Ҫук вӗт! Лашасене хӗл каҫма ҫитет-и-ха?
Эпӗ хамӑр колхозран малалла нимӗн те курман, аякрине
пӗлмен. Хамӑр айӑппах, председатель айӑпӗпех пурнӑҫ
йывӑрлансан, ӑҫта та йывӑр пек туйӑннӑ. Хам пурнӑҫ начара
кайсан, пурин пурнӑҫӗ те начара кайнӑ пек. Колхозра пӗр вӑрӑ
е пӗр кахал тупӑнсан, ӑҫта та ҫавӑ, ӑҫта та ним ырри те ҫук пек
шухӑшланӑ.
Сивӗ хваттер, выҫӑ хырӑм — шухӑша ярать ҫав ҫынна!
Мӗнле пулса кайрӗ-ха капла пурнӑҫ?
Ҫӗр тӗттӗм. Ҫӗр тупӑкри пек тӗттӗм. Тупӑкри пек тӑнӑҫ.
Темшӗн тупӑк, ҫӑка хӑмаран тунӑ вӑрӑм тупӑк аса килет.
«Каллех чире каятӑп, куран!» ҫӳҫентерет кӗтмен шухӑш.
Пӳрте пырса кӗрсенех мӑнакка, хыпар пӗлтерме васкаса,
ман еннелле утрӗ:
—Килетним-ха, Анна! Пӗлетни-ха: Виктор кӗрӳ килчӗ
вӗтӗ. Ак, тула тухрӗ-ха. Вӑт тамаша! Вилнӗ тесе тӑтӑмӑр-тӑтӑмӑр
та...
—Виктор кӗрӳ?! —Эпӗ малтан ӑнланаймарӑм. Вӗт вилнӗ
тесе шанса пӑрахнӑ. —Мёнле Виктор кӗрӳ?
Ирхине йывӑр тӗлӗк курсан ҫапла пулать: ӗненетӗн те,
ӗненместӗн те мӗн курнине. «Ах, тӗлӗкре пулчӗ иккен-ха ку!»
тесе савӑнатӑн.
Анчах савӑнма пулмарӗ: алӑк уҫӑлчӗ те, йӑвӑррӑн пусса,
плащ тӑхӑннӑ ҫын кӗрсе тӑчӗ. Чылай ватӑлнӑ. Тинкерсе пӑхсан
кӑна ӗлӗкхи Виктора курма пулать: сарлака ҫамка, тӳрӗ сӑмса,
хурҫӑ тӗслӗ куҫ —пурте ерипен астутараҫҫӗ. Анчах, —те пӗрмай
тупӑк ҫинчен шухӑшланӑран, —акӑ, куҫ умне вилнӗ ҫын тухса
килнӗ пек туйӑнать. Алӑсем чӗтре пуҫларӗҫ, куҫ умӗнче вут
хӗлхемӗсем сике пуҫларӗҫ.
—Мӗн эсӗ пит шурса кайрӑн. Мӗн пулчӗ?
Алӑран тытса, мелӗпе тенкел ҫине лартрӗ.
— Эпӗ, ара, килтӗм те яла... аттесене ӑсатнӑ иккен.
«Раскулачить» тунӑ теҫҫӗ, ха-ха! Темле ҫӗнӗ сӑмахсем те тухса
115




