Куҫ хуралса кайрӗ. Виктор вырӑнӗнче саламат ҫӗкленӗ
офицер палӑра пуҫларӗ.
Ӑнсӑртран алла лекнӗ кӗпе ҫапакан тукмака ҫатӑртаттарса
тытрӑм, тӑтӑм, мӗн вӑй ҫитнӗ таран пуҫ тӳпинчен ҫапрӑм...
Унтан астумастӑп. Паян каҫпа кӑна тӑна кӗтӗм. Мӗн тӑвас
тетӗр —тӑвӑр. Ывӑла вӗлерттерес килмерӗ. Виктор —тӑшман
вӑл. Ахать те эпӗ ӑна вӗлерме хатӗр пулнӑ.
Шинеллӗ ҫын шыв тултарнӑ стакана ун умнерех тӗртрӗ.
122




