Previous Page  115 / 140 Next Page
Information
Show Menu
Previous Page 115 / 140 Next Page
Page Background

хӑрарӑн? Ҫук! Кирлӗ мар! Ним те кирлӗ мар! Халӗ те ырӑпа

асӑнакан ҫын ҫук-тӑр.

Пӳртре шӑп пулчӗ. Пӗр тапхӑра никам нимле сӑмах калама

тупмарӗ. Каллех Лукка пуҫларӗ.

— Ну, начальник, мӗн пӑхса тӑратӑн? Килтӗм вӗт хам.

Ӑсатӑр —тарнӑ ҫӗрех. Урӑхла ӗҫ тухмарӗ. Шухӑшланӑччӗ те...

Йӑвӑррӑн сак ҫине ларчӗ.

Пӗр касӑ ҫӑмӑр чӳречене килсе ҫапрӗ, ӑшра хӗмлене пуҫланӑ

ӳкӗнӗҫ ҫулӑмне вӗрсе сӳнтерчӗ.

111