Мӑнакка Викторӑн ирсӗр сӑмахне те ӑнланать, те
ӑнланмасть, ҫапах хирӗҫ тавӑрать:
—Килӗ-ха! Килекенччӗ-ха хамӑр лавкканата... Тӑхӑнмалӑх
пур-ха. Ҫарамас мар. Ҫитес эрнере килет терӗҫ-ха.
Виктор сасартӑк ҫилӗллӗ пӑхрӗ. Ҫилӗпех кӑшкӑрса, калаҫма
пуҫларӗ.
—«Ҫарамас мар! Ҫитес эрнере килӗ!» Мӗнле эсир темӗнпе
те килӗшетӗр? Мӗнле вӑл ҫапла килӗшмелле? Сире пӑвмалла
лайӑхрах! Выҫӑ усрамалла!
Мӑнакка хӑраса кайрӗ. Калаҫма чарӑнчӗ. Тӗпеле кӗчӗ те
ҫине тӑрсах чашкӑ-тиркӗ тирпейле пуҫларӗ.
Эпӗ те мӑнакка пек ҫынах пулнӑ: пуррине астуман, ҫуккине
ытларах курнӑ. Ӳпкелешсе калаҫма юратнӑ. Ҫӑмӑлҫке-ха вӑл
ӳпкелешме! Хӑвӑн ҫинчен айӑпна сиретӗн... Паян ак ҫав ӳпке-
лешни халӗ уҫҫӑн палӑрчӗ. Хам та мӑнакка пекех хӑраса кайрӑм.
«Эпир ӳпкелешсе калаҫни ӑна савӑнтарать. Вӑл тата ытларах
ӳпкелештересшӗн... Ӳпкелештересшӗн кӑна мар — хирӗҫ
тӑратасшӑн. «Пӑвмалла» иккен пире лайӑхрах. «Выҫӑ усрамалла!»
Хӑваласа кӑларас тесе, кама та пулсан систерес тесе эпӗ
пӗтӗм ял илтмелле кӑшкӑрасшӑн. Анчах ӑн ҫухалать те, каллех
ҫывӑрса каятӑп.
Пӗр виҫӗ кунтан тӑрсалара пуҫларӑм. Виктор пӗрмай килте
ларать. Хурӑнташсем патне те ҫӳремест. Хӑйӗн ҫинчен никама
та каламасть. Ҫын-мӗн килсен, хӑвӑрт пытанать.
Пӗрре вӑл кӑпӑр-капӑр сентре ҫине хӑпарса кайрӗ. Мӗн
пулчӗ тесе чӳречерен пӑхрӑм —ман пата колхоз председателӗ
килет.
Председатель мана каллех пӑрусем патне тӑратас тесе пынӑ.
Ҫилӗ килет, ҫилӗ килет, —чӑтма ҫук. Кӑшкӑрса вӑрҫас
килет: вӗт сывӑ чухне кӑна эпӗ кирлӗ. Чирлерӗм те - никам та
астумасть те. Анчах сентре ҫинчен мана пӑхса тӑракан Виктора
куратӑп та чарӑнатӑп: ун чух лӑх-лӑх кулатех, савӑнса кулатех,
култарас мар колхозран!
Председатель куҫне мӑч-мӑч хупкалать, хӑйӗн яланхи
йӑлипе тарӑхма пуҫлать:
—Эсӗ ӗҫлеме пӑрахнӑранпа виҫӗ пӑру ӗнтӗ вӗлерчӗҫ. Ӑнтан
каятӑн ҫыннисемпе те...
«Мӗнле ырӑ хыпар ку Викторшӑн» —пуҫа кӗрет те, эпӗ
тӗпелтен Виктор курман ҫӗре куҫса ларатӑп. Капла калаҫма
ҫӑмӑлтарах:
118




