Previous Page  123 / 140 Next Page
Information
Show Menu
Previous Page 123 / 140 Next Page
Page Background

— Мӗншӗн маларах пӑхмарӑн? Мӗнле хуҫа эсӗ? Выльӑх

картинче хӑҫан та пулсан пултӑн-и? Тӗрӗслерӗн-и?

Хам та тӗлӗнетӗп. Тӑшман куҫ умӗнче пулнипе-и, —

колхозри пур ҫитменлӗхсем те чӗрене ҫӗҫӗ пек касаҫҫӗ. Мӗншӗн

ҫынсем чӑтаҫҫӗ-ха вӑл ирсӗрлӗхсене? Тӑшмана кулмалла тӑвас

мар! Ӑнлантарас килет ҫакна ҫынсене.

— Ӑҫтан пурне те тӗрӗслетӗн? — Председатель лӑпкӑн,

лӑпкӑн пирус пӗтӗрет. — Паян акӑ Мики лашасене ӑшӑлла

шӑварнӑ. Лаша вилет пуль ӗнтӗ...

—Эсӗ пӗрмай тарӑхмаллине тупатӑн. Микине суда патӑн-

и-ха? Ӑса вӗрентрӗн-и ҫавӑн пек ҫынсене?

—«Суд» тетӗн. Суда памасан та никам та ӗҫлеме тухмасть.

Ӑнтан кайнӑ ӗнтӗ.

Пуҫа хальччен кӗмен шухӑшсем кӗреҫҫӗ: ӗлӗк ӑнланман

япаласем калама ҫук уҫҫӑн палӑраҫҫӗ. Анчах тӑшман умӗнче

калас килмест вӑл сӑмахсене. Председателе тула чӗнса кӑларатӑп.

— Пӗлетӗн-и эсӗ ху колхозникусене? —калатӑп эпӗ ӑна

ӑсатнӑ май. —Лайӑх хуҫа хӑйӗн ҫемйин ӗҫне кӑна мар,

шухӑшӗсене те пӗлсе тӑрать. Эсӗ вӗтӗ пӗр тарӑхса та вӑрҫса

калаҫма кӑна пӗлетӗн! Калаҫ-ха ҫынсемпе чӗререн. Итле-ха:

собрани хӑҫан пулать? Пӗр япала чӗререн калӑттӑм!

Пӳрте кӗнӗ ҫӗре Виктор сентре ҫинчен аннӑ. Алӑк патӗнче

тӑрать. Ман ҫине темле ҫиелтен пӑхать. Темле тӗректупса пӑхнӑ

пек.

—Да! Сирӗн мухтавлӑ колхозсенче ӗҫсем пит мухтавлӑ

мар иккен! Вӑл ҫапла пулмаллах ӗнтӗ... Хӑтланатӑр вӗтӗ. Камӑн

хӑйӗншӗн мар, тахшиншӗн ӗҫлес килмелле?

—Ан чӗн! Ан чӗн, тупата! — ӑшри вӗрекен ҫилӗпе урнӑ

пек пултӑм эпӗ. — Сан ӗҫӳ ҫук! Сан ним чухлӗ те ӗҫӳ ҫук!

Эсӗ —тӑшман!

Куҫ хурала пуҫларӗ. Куҫ умӗнче саламат ҫӗкленӗ офицерӑн

хаяр пит-куҫӗ. Час кайса ӳкессе сисетӗп. Тӑна ҫухатнӑ май ҫумри

кӗпе ҫапакан тукмака ҫатӑртатгарса тытрӑм.

«Ҫакӑнпа пуҫӗнчен ҫапсан, пуҫ мимийӗ йӑтӑнса тухӗ-ши?»

—кӗтмен шухӑш пырса кӗчӗ.

Урӑх астумастӑп.

Тепӗр икӗ кунтан Октябрь праҫникӗ те ҫитрӗ, ман сывлӑх

та аванланчӗ. Чиртен чӗрӗлнӗ ҫьшшӑн пурнӑҫ та, тёнче те ҫӗнёлле

чечеке ларса, ҫӗнӗлле ырӑ шӑршӑсем кӑларнӑ пек. Пурне те ырӑ

ҫӑмӑр ҫуса тасатнӑ пек.

119