Previous Page  118 / 140 Next Page
Information
Show Menu
Previous Page 118 / 140 Next Page
Page Background

Ҫӗрӗпе ҫывӑраймарӑм, ирхине, ҫутӑличченех, шуррисем

ухтарма пычӗҫ.

«Виктор ашшӗ кӑтартса янӑ!» туйса илтӗм эпӗ. Ҫугӑ погонлӑ

офицер мала тухрӗ:

—Ӑҫта хугӑн хӑвӑн командирна? —ирсӗр сӑмах хушса вӑл

ман ҫине ҫилӗллӗ пӑхрӗ.

—Пӗлместӗп. Мана ним те каламарӗ. Вӑл ҫӗрлех ҫухалчӗ, —

тетӗп эпӗ. Аран-аран ҫиелти кӗпене тупса тӑхӑнса ятӑм.

Вӑл хӑяккӑн тӑчӗ, лампӑ ҫути ун ҫине ӳкрӗ. Куратӑп: куҫӗ

юнпа тулнӑ, сӑмси хурчӑканни пек ҫивӗчленнӗ, сӑмси тӑрӑх

юнлӑ йӗр тӑсӑлать.

—Каламастӑн, б... —шӑппӑн та ҫилӗллӗ хушрӗ офицер.

—Уҫӑр-ха кӗпине!

Икӗ салтак мана ҫарамаслантарма пуҫларӗҫ.

—Ҫак хырӑм ҫинче йӑваланнӑ хӗрлӗ командир!

Саламат ҫӗкленчӗ. Куҫӗнчен, сӑмси тӑрӑх тӑсӑлакан йӗртен

юн сирпӗннӗ пек пулчӗ. Унтан урӑх нимӗн те астумастӑп.

Ҫакӑн хыҫҫӑн чире кайрӑм. Хӑрушӑ, ҫын курман чир!

Вӑхӑт-вӑхӑт, саламат ҫӗкленӗ офицера аса килтерекен япала

сиксе тухсан, куҫ хурала пуҫлать, унтан саламатне ҫӗкленӗ

офицер уҫҫӑнах курӑнма пуҫлать, унтан пуҫ ҫаврӑнса, янраса

каять, —ӑнсӑр кайса ӳкетӗп.

Тӗнчере пурте хӑйӗн йӗркипе пырать. Сакӑр уйӑхран ман

ывӑл ача ҫуралчӗ. Чӑн малтанах, хама кӑтартсанах, тӗлӗнсе

кайрӑм: пӗтӗмпех ашшӗ евӗрлӗ. Ашшӗ те тӗлӗннӗ пулӗччӗ; анчах

вӑл урӑх хӑйӗн ҫинчен нихҫан та пӗлтермерӗ. Ахӑртнех, хучӗ

пулас пуҫне революцишӗн. Шанатӑп: асӑнчӗ пуль вилес умён

вӑл хӑйӗн венчет туман арӑмне. Ах, йывӑр аса илме те...

Ывӑл ӳсе пуҫларӗ, ӳснӗҫем ӑна ашшӗн тӗсӗ ытларах та

ытларах кӗре пуҫларӗ.

1938 ҫулта вӑл Хӗрлӗ Ҫара кайрӗ. Ывӑлпа аванах пурӑнма

тытӑннӑччӗ, хӑрушӑ чир пӗтӗмпех манӑҫма пуҫланӑччӗ. Халь,

пӗччен юлсан, —те ватӑлас енне кайнипе, —йывӑр чир час-

часах килсе аптрата пуҫларӗ.

Чӗрӗлес тесе ман ҫитмен ҫӗр юлмарӗ, сутма пур япаласене

сутса пӗтертӗм, больницӑра виҫӗ уйӑха яхӑн выртрӑм.

Юлашкинчен пӗр пус укҫасӑр, пӗр кӗрепенкке ҫӑнӑхсӑр

тӑрса юлтӑм.

Ӑҫта каймалла? Ӑҫта кайӑн-ха колхозсӑр пуҫне?

114