Previous Page  121 / 140 Next Page
Information
Show Menu
Previous Page 121 / 140 Next Page
Page Background

— Кирлӗ мар! Кирлӗ мар! — чӗререн ҫурӑлса тухать. —

Кирлӗ мар сирӗн «райри пурнӑҫӑр»! Кай Кай! Чӑтаймастӑп!

Тата мӗн пулнӑ-тӑр —астумастӑп. Ирхине анчах тӑн кӗчӗ.

Ҫак сехетрен вара тӗлӗклӗ-хутӑтлӑ пурнӑҫ пуҫланса кайрӗ.

Хӑш чук вӑранатӑп. Чӳрече умӗнче Виктор ларать. Унта

вӑлах ашшӗ пулса каять, ман енне тӑсӑлать... манӑҫатӑп.

Унтан нумай ҫывратӑн-и, сахал-и, — куҫ уҫӑлать те,

уткаласа ҫӳрекен Виктор ӗлӗк тахҫан хырӑмран ҫапакан офицер

пулать каять.

Кӑнтӑрла тӗлнелле чылаях тӑнпа выртрӑм.

Виктор, ҫӳҫне турас тесе, тӗкӗр патне пычӗ. Тӗкӗрпе ҫумлах

ывӑл портречӗ ҫакӑнса тӑрать.

Сасартӑк вӑл кӑвакарса, шуралса кайрӗ. Ӳкетчех пуль —

аллипе сӗтеле тытса ӗлкӗреймен пулсан.

— Каллех! Каллех! — урнӑ сасӑпа кӑшкӑрса ячӗ вӑл. —

Мӗншӗн вӑл ҫын яланах ман ҫул ҫинче? Туррӑм! Эсӗ пурах

куран тӗнчере! Мӗншӗн ҫапла мӗлкесемпе асаплантаратӑн? Мӗнле

ҫылӑхшӑн? Ёмӗрех пымалла-ши?

Ӑнсӑртран эпӗ вӑраннине курчӗ. Ман пата хуллен пычӗ.

Хӑйӗнче ҫын тӗсӗ ҫук.

—Кала-ха, тархасшӑн, Анна: ҫак кам шуйттанӗн портречӗ.

Ёмӗр вӑл ҫын мана йӗрлет. Вилсен те —чунӗ йӗрлет. Вӗлертӗм,

хам вӗт вӗлертӗм ӑна Бугуруслан тӗлӗнче. Плена лекнӗччӗ вӑл.

Вилес умён темшӗн пит пӑхрӗ ман ҫине. Ҫаплах пӑхать ман

ҫине тӗлӗкре кашни каҫ тенӗ пек. Миҫе хут хӑраса вӑранман

пулӗ... Юлашкинчен, сентябрьте Польшӑра куҫ умӗнчех чӗп-

чӗррӗнех куртӑм. Ёненетни эсӗ шуйттансене, вилнӗ ҫынсен

чунӗсене? Кунтататаунӑн портречӗ. Кала-ха, кала-ха: камскер

вӑл? Мӗншӗн тата вӑл кунта лекнӗ?

Темӗскер ӑнланса илнӗ пек туйӑнса кайрӗ, анчах ҫавӑнтах

тепӗр хут тӑна ҫухатрӑм.

Тепре тӑна кӗнӗ чухне портрета курмарӑм: ӑна илсе пӑрахнӑ.

Виктор пасартан таврӑннӑ мӑнаккапа калаҫса ларать.

—Илес тенӗччӗ хам валли калуш. Ҫук, ӑҫта пырса ҫыхланан?

Тем пысӑкӑш черет. Пӗр ҫӗрте тата кӗпелӗх лайӑххи пурччӗ. Пӗр

сехетре илсе пӗтерчӗҫ. Укҫи те пурччӗ те вӗт...

Лӑх-лӑх-лӑх кулать Виктор хӑйӗн ӑшӗнчи шухӑшпа йӑпанса.

— Калуш илес тенӗччӗ-и? Темӗн, мӑнакка! Социализм

пӗтӗмпех, тӗнчипех туса пӗтерсен, ахӑртнех... А вӑл-ха те пулать.

те пулмасть...

117