Хире тухсан Виктор сиввӗн чуптурӗ, сиксе ларчӗ тӑрантас
ҫине, ал сӗлтрӗ те вӑрман ӑшӗнче курӑнми пулчӗ.
Куҫа хыпаларӑм. Вӑл пур-пӗрех тип-типӗ. Пӗр-ик ҫыру
ҫырчӗ-и, —ҫырмата пӑрахрӗ. Унтан революци, граждан вӑрҫи...
«Вилнӗ пулӗ!» теме пуҫларӗҫ. Ани хытӑрах хӗсӗрле пуҫларӗ.
Сисрӗм: эпӗ ҫуртра ытлашши. Ҫитменнине, ашшӗ ҫыхланма
тапратрӗ.
Хӗрӗнкӗскер, пӗрре кӗлете шӑппӑн пырса кӗчӗ, алӑкне
хупрӗ, пурҫӑн тутӑр тытнӑ аллипе хыпаласа хӗве чикрӗ, хӑй
ҫумне чӑмӑрта пуҫларӗ. Хӑлха патӗнчи ҫӑварӗнчен сывлӑша
тӑвӑнтарса ыхра шӑрши перет:
—Виктор вилнӗ. Пурӑн хам ҫуртрах. Мана хисепле. Тыт-ха,
тыт тутруна! Ҫыхам-ха хам: килӗшет-и?
Пӑшӑлтатса пӳлме арки ҫине выртгара пуҫларӗ. Эпӗ ыхра
шӑрши йӗклентернипе тӳсеймесӗр хӑсса ятӑм та, пӗтӗм вӑйпа
ӑна тӗртсе ярса, кӗлетрен тухса тартӑм.
Пӳрт умӗнчен анакан арӑмӗ малтан шуралса, кӑвакарса
кайрӗ, унтан аллине лекнӗ кӗвенте йӑтса мана хӑвала пуҫларӗ.
Ҫав кунах эпӗ мӑнакка патне пурӑнма куҫрӑм. Икӗ эрнене
яхӑн вырӑн ҫинчен тӑраймарӑм. Ял ҫинче ман пирки тем те
калаҫаҫҫӗ, —сисетӗп: «ятӑм ҫӗрнӗ», кӗтмен ҫӗртенех «ҫапка-
ланчӑк» хӗрарӑма тухса кайрӑм.
Тен, ҫавӑнпах пуль ял Советӑнчи «шутниксем» пирӗн пата
пёр хӗрлӗ командира хваттере тӑратрӗҫ.
Хӗп-хӗрлӗ ҫынччӗ вӑл хӑй те: «под ерша» каснӑ ҫӳҫӗ те,
шатраллӑ пит-куҫӗ те, ҫӑмлӑ, хура тут пуснӑ алли те хӗрлӗччӗ.
Ҫитменнине тата хӗрлӗ сукнаран ҫӗленӗ галифе тӑхӑннӑччӗ.
— «Пушар ҫӳҫ!» тетчӗҫ мана хамӑр ялта. Ҫапах, ан хӑра.
Ҫунтарсах ямӑп! —тарӗ вӑл мана алӑ парса.
Пӗрре пӑхсах курӑнать: вӑл хӑй ӗмӗрӗнче хӗрарӑма
ҫарамассӑн курман, пӗр вырӑн ҫинче те выртман. Темшӗн
хӗрарӑмла шеллетӗн ҫавӑн пек арҫьшна; шеллетӗн те... пулмалли
пулатех: пӗрле выртса пӑхмасӑр пултараҫҫӗ-и вӑйпитги арҫьшпа
хӗрарӑм вӑрах пӗр тӑвӑр пӳлӗмре выртса тӑма тӳр килсен?
Вӑл пӗр эрнерен ҫӗрле, ҫур ҫӗр тӗлӗнче, ку ялтан тарчӗ.
Каяс умён ман ҫине вӑраххӑн пӑхса илчӗ, унтан меллӗ мар
ыталарӗ те куҫран чуптурӗ:
—Венчет туман та, анчах ӗмӗрех пӗрле пурӑнасса шанатӑп.
Ҫак тӑшмансене анчах пӗтересчӗ. Эх, Анна!
Куҫҫулӗ тухрӗ, эпӗ те чӑтаймасӑр макӑрса ятӑм.
113




