Виктор эпӗ тӑнсӑр кайса ӳкнӗ кунах таҫта кайса ҫухалнӑ.
— Тӑчӗ те, тумланчӗ те тухса кайрӗ, — тет мӑнакка. —
Анна, мӗнле ҫын вара вӑл? —ыйтать вӑл манран. —Пӗрмай
хирӗҫ те хирӗҫ калаҫать. Хӑра пуҫларӑм унпа калаҫма та... Таҫта
пурӑннӑ хальччен. Пӗр-пӗр ҫын вӗлерекен мар-ши вӑл? Унӑн
кӗске пӑшалӗ те пур. Эсӗ ӑнсӑр кайса ӳксен —тасатрӗ. Ырра
килмен-тӗр вӑл. Яла ҫунтарса ярӗ. Милицие кайса систерес мар-и?
— Ырра килмен вӑл, мӑнакка! Пире, пирӗн ӗҫе, пирӗн
пурнӑҫа кураймасть вӑл! Кураймасть вӑл пире!
—Ах, тем курса тӑрӑн! —хӑраса ӳкрӗ мӑнакка. —Калатӑп:
пӗрмай темле хӑрушӑ калаҫать... Мӗн каласан та ӗлӗкхи енне
ҫавӑрса ярать. Актамаша... Кунта, ак, темле кӗнекесем юлнӑ-
ха унӑн, кӑларса пӑрахас. Таси паха...
Кӑларма тухрӗ те, алӑкран иккӗн —ман ывӑлпа пырса
кӗчӗҫ. Леня! Савӑннипе тӑрса ни алӑ пама, ни сӑмах хушма
пӗлместӗп. Вӑл, вӑтанчӑкла яра-яра пусса, тӗпеле иртрӗ, мана
ҫаплах хӑюсӑр алӑ пачӗ. Халӗ, командир тумё тӑхӑннипе,
пӗтӗмпех ӗнтӗ ашшӗ евӗрлӗ: ҫийӗ-пуҫӗ те, хӑтланӑвӗ те.
Хавасланнипе мӑнаккапа иксӗмӗр ним тӑва пӗлместпӗр:
эпӗ чей лартма пуҫларӑм, мӑнакка эрех илме кайрӗ.
Вӑл гатг-куҫне ҫунӑ май пӗрмай калаҫать. Ырӑ темшӗн пӳртре
те: хуҫа пур пек, никам та килсе хур тӑвас ҫук пек.
— Пӗр тӗлӗнмелле япала пулчӗ, анне, Польшӑра, Львов
патӗнче. Пёр отряда хӑваласа вӑрман ӑшне кӗтӗмӗр. Вӑл отряд
пӗтӗмпех белогвардеецсенчен, революци вӑхӑтӗнче тарнисенчен
тӑрать. Вӗсене хупӑрла пуҫларӑмӑр. Пӗри, анне, аякранах мана
курчӗ те пӑхать ман ҫине, ҫисе ярас пек пӑхать. Эпӗ темскер
палланӑ пек пултӑм. Таҫта эпӗ ӑна курнӑ. Ҫимун пиччесен... хай
раскулачить турӗҫ вӗт-ха, —ҫухалнӑ ывӑлӗ пур тетчӗҫ. Ҫимун
пичче евӗрлех хӑй. Юлашкинчен, эпӗ ун патне ҫывхарсан,
хӗрелсе-шуралса кайрӗ те маузер туртса кӑларчӗ. Анчах тахши
ӑна аллинчен пӑшал лушипе ҫапрӗ вӑл вӑхӑтра —переймерӗ.
Кайран курса ыйтас тенӗччӗ. Чӑнах ҫав Ҫимун ывӑлӗ мар-ши?
Кураймарӑм. Таҫта илсе кайрӗҫ.
«Ак кам вӑл Виктор? Ак кам Бугуруслан тӗлӗнче ҫынна
вӗлернӗскер! Ак мӗншӗн, портрета курсан, хӑраса ӳкрӗ. Леньӑпа
ашшӗ пӗр тӗслӗ-ҫке-ха! Вӑл Леньӑна кунта та вӗлерме пултарать».
Куҫ хурала пуҫларӗ. Хам, ахӑртнех, тӗсе ҫухатрӑм.
— Мӗн эсӗ, анне, шуралса кайрӑн? Нивушлӗ ҫав
белогвардеец ман «атте» пулчӗ-ши? Ну, чорт с ним. Калаҫмалӑх
120




