Previous Page  114 / 140 Next Page
Information
Show Menu
Previous Page 114 / 140 Next Page
Page Background

Шӑв-шав пӗр тапхӑр лӑпланчӗ. Улитер темӗскер калама

пуҫларӗ. Лукка хӑлхине хӑрушӑ сӑмахсем пырса кӗчӗҫ:

— Лукка, — хӑйне тахҫанах тытса кайнӑччӗ вӗт-ха, —

ларнӑ ҫӗртен тарнӑ, тет. Розыск килнӗ. Паян ҫав ӗҫпе милици

начальникӗ кунта-ха.

Лукка ҫан ҫурӑмӗ тӑрӑх сивӗ тар персе тухрӗ, ҫапах вӑл

чӳрече патӗнчен хӑпаймарӗ.

—Килсе яла ҫунтарса ан ятӑр! —хӑраса хушрӗ Ялтирек. —

Часрах тытсан юрӗччӗ.

—Тытӗҫ! —шантарчӗ Чарлан Ваҫли. —Ӑҫта кайӗ —тарса?

Яла килсен, кам патне кӗре пӗлӗ вӑл? Ялтан пуҫне ӑҫта кайӗ?

Чарлан Ваҫли хӑнасене тепрер черкке эрех тытгарчӗ, тахӑшӗ

патефон юрлатгара пуҫларӗ, хӗрарӑмсем ташша кайрӗҫ...

«Ялтан пуҫне ӑҫта кайӗ?» —пӑшӑлтатрӗ Лукка. Пайтах вӑхӑт

тӑнипе хытнӑ урисене аран-аран хускатрӗ, хӑй ӑҫ^а кайнине

пӗлмесӗрех, урам тӑрӑх хирелле утрӗ.

«Ялтан пуҫне ӑҫта кайӗ? — татах пӑшӑлтатрӗ Лукка. —

Чӑнах, ӑҫта кайӑн? Ҫур ҫӗр тӗлӗнче ют ялта кам чӳречине

шакка пӗлӗн? Эх, кӑлӑха пулчӗ тарни те... Тата ҫулталӑк ҫурӑ

юлчӗ, —пурӑнса ирттермеллеччӗ те ҫынсем пек ӗҫлӗ пурӑнма

пуҫламаллаччӗ».

Лукка Хурашыв ҫулӗ ҫинче ларакан кӗлетсен еннелле ута

пуҫласан, Марине ял советне кайрӗ. «Нивушлӗ каллех вут тӗртес,

тет?» Хыпаланса ута пуҫларӗ.

Анчах Луккан вӑл шухӑш пулман. Вӑл Хурашыври йӑмӑкӗ

патне ҫитсе выртас терӗ.

Кӗлетсенчен иртсенех, ҫул пӗтрӗ: трактор сухаланӑ тарӑн

йӑрансем ҫула пӳлчӗҫ. Урасем пылчӑклӑ тӑпра ӑшне чӗркуҫҫи

таран путрӗҫ. Лукка пӗр иккӗ ярса пусрӗ те —чарӑнчӗ. Йӗри-

тавра пӑхса илчӗ. «Ӑҫтан ҫӳреҫҫӗ ара халь Хурашыва?»

Ҫӑмӑр ҫапса ҫӑвать. Чикелентерсе ярас пек вӗрет ҫил. Епле

ҫитмелле? Ҫитсен мӗн тӑва пӗлмелле? Паспорт ҫук, нимле

документ ҫук!

Лукка, калле ҫаврӑнса, хытӑ ҫӗр ҫине тухрӗ. Каллех, ним

шухӑша пӗлмесӗрех, ялалла ута пуҫларӗ.

Ҫиле май урасем хӑвӑртгӑн пуса пуҫларӗҫ.

Маринепе милици начальникӗ тухса кайма хатӗрленсе

тӑратчӗҫ, —Лукка сельсовета хӑй пырса кӗчӗ.

— Мана хӑвалама хатӗрлентӗр-и? — тӗлӗнсе кайнӑ

начальник ҫине пӑхрӗ. — Марине, те каллех вут тӗртесрен

110