— Кала-ха: Улитер Петӗрӗ — мӗнле? Шанчӑклӑ-и? Каҫ
выртма каям-и? Мӗнле пурӑнать вӑл?
Марине ҫавӑнтах чӗнмерӗ. Унтан ҫаврӑнмасӑрах:
—Темӗн... Кайса пӑх! Вӑл вӗт халь сирӗн пӳртре пурӑнать.
Торгинче илчӗ. Кӑшт ырӑ мартарах пулӗ ҫав! Ырӑ мартарах
пулӗ тетӗп санпа курнӑҫма.
Лукка тӗсӗ шуралнӑ пек пулчӗ.
«Пӳрте торгирен илме хӑйнӑскер, —хама та тытса парӗ!»
—терӗ ӑшӗнче.
—Ялтирек Куҫми тата? —шанчӑк ҫухата пуҫланӑ сасӑпа
ыйгрӗ.
—Ывӑлӗ Хӗрлӗ ҫартан ӗнер анчах килнӗ. Орденпа килнӗ
теҫҫӗ. Темӗн тата... мӗн тӑвӑн?
—Алла пулсан —ҫук! Мӗтри пичче эппин?
—Вӑл 'ара те Мускавран таврӑннӑ ҫав. Мускава выставка
кайнӑччӗ.
Лукка пӗтӗмпех халсӑрланса ҫитрӗ. Ыйтас, ыйтас терӗ вӑл
Чарлан Ваҫли ҫинчен, —хӑрарӗ: юлашки шанчӑка куҫ кӗремех
сӳнтерес килмерӗ.
— Пӗтӗм ялне вут тӗртсе ҫунтарсан та, ҫылӑх пулас ҫук
иккен! —терӗ те хӑвӑрттӑн тухрӗ. Пӑртак тӑрсан Марине те ун
хыҫҫӑн чупрӗ.
Ҫапса ҫӑвакан ҫӑмӑр куҫа уҫтармасть, пуҫа ҫӗклеме памасть.
Лукка темӗскере такӑнчӗ, ӳкрӗ, тӑчӗ... Шухӑшланӑ май те астурӗ
ӑна, те астумарӗ.
«Чӑнах, пурте пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн хӑйсен кун-ҫулне,
мӗнпур пурнӑҫне ҫак пурнӑҫпа, колхозпа ҫыхаҫҫӗ-ши? Ним те
ӗнтӗ вӗсене уйӑрма пултараймӗ-ши? Ним те ӗнтӗ вӗсене уйӑрма
пултараймӗ-ши? Алла пулсан кам мана йышӑнӗ — иртнине
чӗррӗн астутараканскере?»
Лукка сыхлана-сыхлана Чарлан Ваҫли ҫурчӗ тӗлне ҫитрӗ,
чӳрече ҫумне вӑрттӑн лӑпчӑнчӗ.
Чарлан Ваҫли, ҫиччӗмӗш ача ҫуралнӑ йӗркепе паян кӑна
икӗ пин тенкӗ илсе килнӗскер, хӑйӗн пӗлӗшӗсемпе ӗҫкӗ ирттерет.
Сӗтел тавра Луккан «хӑй тӗнӗ ҫынсем» пулнӑ хӑнасем: ав Улитер
Петӗрӗ, ав Ялтирек Куҫми, Мӗтри пичче... арӑмӗсем. Епле вӗсем
тулли кӑмӑллӑ, савӑнӑҫлӑ... Кам вӗсенчен асӑнать сивӗ ҫӑмӑр
ҫинче тӑракан Луккана?
Луккан куҫҫулӗ тухма пуҫларӗ.
109




