Previous Page  112 / 140 Next Page
Information
Show Menu
Previous Page 112 / 140 Next Page
Page Background

Лукка ларас тесе йӗри-тавра пӑхса илчӗ, — пӗр тенкел

анчах, вӑл та тёпелте, Марине ҫумӗнче.

— Мёнле те пулсан — ирӗклӗ ӗҫе кёресчё. Юри ҫавӑнпа

килтӗм-ха: хамӑр ҫынсем урлӑ лайӑхрах документ тупасчӗ те...

таҫта инҫе вӗҫтерӗттӗм. Кам-ха председательте ӗҫлет?

—Яштан Петӗрӗ! —савӑнса каланӑ пекех туйӑнчӗЛуккашӑн.

Вӑл куҫне чарса пӑрахрӗ, анчах чӗнмерӗ. Пӑхрӗҫ пӗр-пӗрин ҫине

—ӑнланчӗҫ: ҫав ҫын урлӑ лекнӗ те ӗнтӗ тӗрмене.

Мӗнпур ҫул ҫинче тӳснӗ асап харама кайни палӑрчӗ. Лукка

хаш! хуйхӑрса ячӗ. Пӗтӗмпех вӑй пӗтсе ҫитнӗ пек туйӑнчӗ. Ларас

тесе кровать ҫине пӑхрӗ. Шурӑ покрывала, шурӑ минтер. Ларма

хӑюлӑх ҫитмерӗ. Вара вӑл кӑмака сакки хёрне хӗсӗнсе ларчӗ,

пӳрт ӑш-чиккине пӑхса илчӗ. Вунӑ ҫултанпа пӳрт ӑшӗ пайтах

улшӑннӑ. Стена тӑрӑх тӗрлӗ плакатсем ҫакса тултарнӑ. Тӗкӗр

айӗнче рамкӑ ӑшне кӗртнӗ ударница грамӑти. Ӑна Марине пӗлтӗр

хулара илнӗ.

«Мӗншӗн хам ҫинчен хӑвӑрт каласа патӑм-ха? Ухмах эпӗ!

Мӗне пӗлсе тӳрех персе ятӑм-ха?» —чӗрене ӳкӗнӗҫ сивӗтрӗ.

Ҫӑмӑрлӑ хутӑшлӑ ҫил чӳречене пырса ҫапрӗ. Пӑртактӑрсан

—тата... Картишӗнчи йытӑ тӗлӗр вӗрсе ячӗ, виҫӗ хут вӗрсен

чарӑнчӗ: ахӑртнех, кӗлет айӗнчи типӗ вырӑна кӗрсе выртрӗ.

Марине пӗрре сехет ҫине, тепре Лукка ҫине пӑхса илчӗ. Унтан

картишне тухакан чӳречерен пӗшкӗнсе пӑхрӗ.

—Те эсӗ кама та пулсан —кӗтен? —Маринене ӑнланнӑ

пек пулса ыйтрӗ Лукка.

— Эпӗ сана калама маннӑ, — калама мел килнишӗн

хӗпӗртенине пьпармасӑрах калаҫа пуҫларӗ Марине. —Ман пата

вӗт мӗнпур яла килекене хватира яраҫҫӗ. Кӗҫӗр милици

начальникӗ килнӗччӗ-ха. Канцелярине кайрӗ. Ёҫне пӗтерсен,

ҫывӑрма кунта килет.

—Милици начальникӗ? —Лукка сиксе тӑчӗ. —Апла ман

каяс.

Сакайне хунӑ хутаҫне кӑларнӑ чух, юри вӑрах чӑрманса

тӑчӗ:

«Ӑҫта каймалла? Марине мёнле те пулсан канаш памӗ-ши?»

Марине чӗнмест. Вӑл кутӑн тӑнӑ та, ӗҫ ҫукран ӗҫ тупса

чашкӑ-тирӗке тирпейлет.

Каланча ҫинчен килекен чан сассисем, ҫӑмӑрлӑ ҫилпе

хутшӑнса, пӳлӗме хумлӑн-хумлӑн кусса килӗҫ. Лукка хутаҫне

ҫурӑм хыҫне ҫакрӗ.

108