— Палларӑн-и ҫапах? — ӑшӑ кӑмӑл палӑрчӗ Лукка пит-
куҫӗнче. —Эпӗ: мана палламӗҫ те, тесе...
Пиншак тӳмисене салтса, аркине силлерӗ, унтан ҫӗтӗле
пуҫланӑ картузне хыврӗ.
—Эпӗ ҫӗр каҫасшӑн, Марине, сан патӑнта. Йышӑнатни
кӗтмен хӑнана!
Вунӑ ҫул иртнӗ пулин те, Лукка сахал улшӑннӑ. Кӑнгг
лӳчӗркеннӗ, кӑшт хавшакланнӑ пулӗ. Хӑй вӑйӗ ҫине шанма
пӑрахнӑ ҫыннӑн пулать ҫавӑн пек сӑн: куҫне вӑл тартать, ирӗклӗ
кулмасть, каламасть, —итлерех парать.
...Луккана ҫӗрле, ҫутӑлас умён тытса кайрӗҫ. Марине ӑна
юлашки хут НКВДра курнӑ: Лукка ӗҫӗпе Маринене те чӗнтернӗ.
Арестлес умён пӗр кун малтан кӑна, ҫак Марине ҫуртӗнчех
Луккана унтан тата тепӗр ют ялтан килнӗ ҫын «хӑй тӗнӗ»
ҫьшсемпе пуху пекки ирттернӗ. Ун чухне колхозсем тунӑ. Лукка
та, ют ялтан килнӗ ҫын та колхоза кӗресрен хытарнӑ, «самана
улшӑнасса» кӗтме хушнӑ. Тепӗр каҫах тин тума пуҫланӑ колхоз
вити ҫунса кайнӑ. Ҫав ҫӗрех, ҫутӑлас умён, Луккана та илсе
кайнӑ.
Маринене те ҫакӑн хыҫҫӑн кӑшт пӑтӑрмах килсе лекнӗ:
ӑна виҫӗ хут НКВД патӗнче пулнӑ ҫынсемпе пӗрле чӗнтернӗ,
пурне те тӗпчесе ыйтнӑ. Анчах вӗсем, Марине патӗнче пухура
пулнисем, часах пурне те ӑнланса илнӗ, хӑйсен айӑпӗсем ҫинчен
тӗрӗссипе пӗлтернӗ —юлашкинчен пурте тенӗ пекех: Марине
хӑй те, Улитер Петӗрӗ те, Яльтирек Кузьми те, Савин Павӑлӗ
те, Карсак Мӗтри те —пӗрле тенӗ пекех колхоза кӗме заявлени
панӑ, тӑрӑшса ӗҫле пуҫланӑ, ҫителӗклӗ пурлӑх тунӑ.
Халӗ ӗнтӗ иртнӗ ӗҫ ҫинчен те, Лукка ҫинчен те маннӑ,
асӑнма та юратман.
Халь пӗччен пурӑнакан Марине патне мӗнпур районран
килекен ҫынсене хватире тӑратаҫҫӗ: кашни каҫах Марине патӗнче
кам та пулсан ҫӗр каҫать. Кӗҫӗр те, ӗҫне пӗтерсен, милици
начальникӗ ҫывӑрма килмелле. Вунӑ сехетре килӗп, тесе кайрӗ.
Лукка пырса кӗрсенех, Марине ҫакна аса илчӗ, ҫын пит-
куҫӗ тӑрӑх шухӑшне вулама вӗреннӗ Лукка ӑнланса илчӗ: Марине
пӑшӑрханать, хӑрать те пуль, тен...
Ун шухӑшне палӑртас тесех, Лукка хӑйӗн ҫинчен пӗлтерчӗ:
— Эпӗ — таркӑн вырӑнӗнче-ха, Марине. Тата ҫул ҫурӑ
лармаллаччӗ, тепӗр вырӑна куҫарнӑ чухне —тартӑм. Йӑлӑхтарчӗ
лагерьти пурнӑҫ —чӑтма ҫук.
107




