Previous Page  110 / 140 Next Page
Information
Show Menu
Previous Page 110 / 140 Next Page
Page Background

КӖТМЕН ХӐНА

Тӑван ял уй хапхи патне ҫитерехпе, тен, ҫӑмӑрӗ те хытӑрах

ҫӑва пуҫларӗ-тӗр. Ҫырма тӑрӑх кусса килекен хаяр ҫил йӗпе

ҫуначӗпе лапӑстатса илет те хӑлхана, куҫа, ҫӑвара шывпа тул-

тарать; сивӗ, ҫӳҫентерекен тумламсем вара, ҫуха хушшинчен

кӗрсе, ӗнсе тӑрӑх шуса, ҫурӑм тӑрӑх пилӗк ҫинелле анаҫҫӗ;

ҫӑмӑрпа тем йӑвӑррӗш пулнӑ пиншакран чӗркуҫҫи ҫине йӑвӑр

тумламсем ӳкеҫҫӗ.

Йӑвӑр ун пек чух утма! Тата йӑвӑртарах ҫитес тӑван ялта

пӗр ҫын чунӗ те кӗтмесен, пӗр хӑй ҫути те илӗртӳллӗ чӗнмесен...

Луккана, чӑнах та, никам та кӗтмен. Утать вӑл хӑй ӑҫта

чарӑнассине пӗлмесӗр. Мӗнле хӑрушӑ-тӑр вӑл тӑван ялта ӑҫта

чарӑнассине пӗлмесӗр утма. Хӑйса хӑш чӳрече патне пырса

шаккамалла? Мӗнле куҫпа пӑхмалла? Мӗнле сӑмах каламалла?

Пӗр йытӑ тӑсса вӗрчӗ, —вилме йыхӑрнӑ пекех уларӗ. Ку

ҫапах пӑртак йӑпантарчӗ, —ҫапах сасӑ.

«Мӗншӗн килтӗм-ха? Мӗне кӗтес? Кам йӳп курӗ? Ларсах

тултармаллаччӗ, —ун чух хӑюллӑрах кӗреттӗм!» —шухӑшласа

пырать Лукка.

Яла ҫитиччен — утнӑ: темӗскер илӗртнӗ; вӑл-ку шухӑш-

ламан; яла ҫитсен, тӑван ял урамӗпе утнӑ чух, — ак шухӑш-

ламаллах пулнӑ. Кам патне кӗрсен авантарах пулӗ-ши? Тарса

ҫӳренине кӑтартмӗҫ-ши? «Кӗрес Марине патне!» —шухӑш пуҫа

кӗчӗ те ҫавӑнтах тӗрекленчӗ; те шӑннипе, те шаннипе каллӗ-

маллӗ шухӑшлас килмерӗ.

Лукка Марине чӳречи патне лӑпчӑнчӗ. Чӳречине карнӑ та

—карсах ҫитермен: Марине лайӑх курӑнать. Вӑл пӗчченех. Те

кӗнеке, те хаҫат вулать.

Лукка шаккамасӑр алӑка уҫрӗ.

Марине ҫавӑнтах пуҫне ҫӗклерӗ. Лукка ирӗксӗррӗн эххӗм!

ӳсӗрсен кӑна, пӑхрӗ те пит-куҫӗ ҫав тӗспех хытрӗ, —ни кула,

ни хӑра пӗлмерӗ Марине. Хаҫатне хупласа кашта ҫине хучӗ.

—Те Лукка?! —сӑмахсене аран сӗтӗрсе ыйтрӗ.

106