

Кӳрт-ха Чӗкеҫ йӑмӑкна,
Усал тӑшман хӑвалать!»
— Ҫӗрле ҫӳрес хӑнам ҫук,
Каях хӑвӑн ҫулупа!
«Сыв пул эппин, аппаҫӑм!»
Чӗкеҫ кайрӗ, шаккарӗ
Хӑй(ён) пиччӗшин хапхине:
«Пиччем, кӳрт-ха йӑмӑкна,
Кӳрт-ха Чӗкеҫ йӑмӑкна,
Усал тӑшман хӑвалать!»
— Ҫӗрле ҫӳрес хӑнам ҫук,
Уттар хӑвӑн ҫулупа!
«Сыв пул эппин, пиччеҫӗм!»
Йӗре-Йӗре сарӑ кин
Аслӑк ҫине улӑхрӗ,
Йӗре-Йӗре ҫавӑнта
Улӑм ӑшне пытанчӗ.
*
*
*
«Шалт-шалт тыллӑм, шалт тыллӑм!
Акӑр ҫулӗпе сик, тыллӑм,
Ҫав кин патне ҫит, тыллӑм,
Ҫав кин пуҫне ҫи, тыллӑм!»
Тимӗр тылӑ, шалт тылӑ,
Сиксе пырать ҫулпала.
Шалт-шалт сикет, шалт тӑвать,
Сарӑ кин чунне витерет...
* * *
Карчӑк хапхи умӗнче
Кӗтет-кӗтет тыллине —
Ҫук, кӑтӑрнӑ пулмалла:
Тылли хал(ӗ) те таврӑнмасть.
Таҫта-таҫта аякра
Шалт-шалт туни илтӗнет.
Аптӑраса тухатмӑш
Тылла чёнме тытӑнать:
«Шалт-шалт тыллӑм, шалт тыллӑм!
Ман патмалла сик, тыллӑм,
Ман патӑма кил, тыллӑм,
Мачча ҫине вырт, тыллӑм!»
Таҫта-таҫта аякра
Аҫтаха пек шӑхӑрать,