Previous Page  17 / 28 Next Page
Information
Show Menu
Previous Page 17 / 28 Next Page
Page Background

Акӑр ҫулӗ тап-такӑр,

Чуп-чуп, лашам, чуп, лашам,

Ҫитес ҫӗре ҫит, лашам,

Хӑрат, хӑрат тӑшмана,

Сӗтпе юрнӑ юсманӑм!»

Пӑрахать те хӑварать

Тепӗр юсман ҫул ҫине.

Ҫитнӗ-ҫитнӗ ҫӗртенех,

Юсман тӗлне ҫитсенех,

Тимӗр тылӑ хӑраса

Сиксе кайрӗ каялла.—

«Шалт-шалт тыллӑм, шалт тыллӑм!

Акӑр ҫулёпе сик, тыллӑм,

Ҫав кин патне ҫит, тыллӑм,

ав кин пуҫне ҫи, тыллӑм!»

имӗр тылӑ, шалт тылӑ,

Сиксе килет ҫулпала.

Тылла сиссе, сарӑ кин

Йӗрсе юрлать юррине:

«Акӑр ҫулӗ тап-такӑр,

Уйӑх ҫути ҫап-ҫутӑ,

Чуп-чуп, лашам, чуп, лашам,

Ҫитес ҫӗре ҫит, лащам.

Хӑрат, хӑрат тӑшмана,

Сӗтпе юрнӑ юсманӑм!»

Пӑрахать те хӑварать

Хӑй(ӗн) юлашки юсманне.

Ҫйтнё-ҫитнӗ ҫӗртенех,

Юсман тӗлне ҫитсенех,

4

Тимӗр тылӑ каялла

' Сиксе кайрӗ ялалла...

* * *

Ҫитес ҫёре ҫитрӗ кин,

Шаккать аппӑшин хапхине:

«Аппам, кӳрт-ха йӑмӑкна,

Кӳрт-ха Чӗкеҫ йӑмӑкна,

Усал тӑшман хӑвалать!»

— Ҫӗрле ҫӳрес хӑнам ҫук,

Утах хӑвӑн ҫулупа!

«Сыв пул эппин, анпаҫӑм!»

Чӗкеҫ кайрӗ, шаккарӗ

Тепӗр аппӑшин хапхине:

«Аппам, кӳрт-ха йӑмӑкна.