

Туйи ҫйне таяннӑ,
Хӑй кӑвакал пек утать.
Пысӑк лавкка умӗнче
Хашӑлтатса чарӑнать,
Хӑй ҫӑнӑхлӑ тумтирне
Ҫапкаласа мӑрлатать:
— Хурлӑх, хурлӑх, Михал тус
Ман арманӑм ҫук ӗнтӗ!
Кӗҫӗр усал-тӗселсем
Шыв урапи хушшине
Ҫакланнӑ та тытӑнчёҫ
Урапана ҫилӗпе
Ҫухӑрттарса ҫавӑрса
Арман чулне шӑхӑртма.
Эпӗ чупса тухиччен
Арманӑма усалсем
Лӑштӑр-лаштӑр ишнӗ те
Тара панӑ таҫталла!
* * *
Пирён ялта чӑвашсем
Тухнӑ тӑнӑ урама.
Ушкӑнӗпе кӗрлеҫҫӗ
Вилнӗ карчӑк тӗлӗнче.
Карчӑк выртать, хускалмасть,
Таврашӗнче%хура юн.
Пӗвӗ выртать пӗр ҫӗрте,
Пуҫӗ выртать пӗр енче.
Тылӑ ларать, шалтлатмасть.
Мачча ҫинче сасӑ ҫук...
Халӑх шӑв-шавӗ пӗр вӗҫлӗ,
Шӑв-шав сӑмахӗ ҫӗр тӗсло.
1907