Previous Page  21 / 28 Next Page
Information
Show Menu
Previous Page 21 / 28 Next Page
Page Background

Ахӑр тылӑ кӑтӑрнӑ:

Темёскерпе ҫапӑҫать,—

«Шалт-шалт тыллӑм, шалт тыллӑм!

Ман патмалла сик, тыллӑм,

Ман патӑма кил, тыллӑм,

Мачча ҫине вырт, тыллӑм!»

Таҫта-таҫта аякра

Шӑтӑр-шатӑр илтӗнет,

Ахӑр

(

тылӑ кӑтӑрнӑ:

Темӗн унта ҫёмёрет,—

«Шалт-шалт тыллӑм, шалт тыллӑм!

Ман патмалла сик, тыллӑм,

Ман патӑма кил, тыллӑм,

Мачча ҫине вырт, тыллӑм!»

Таҫта-гаҫта аякра

Шӑтӑл-шатӑл илтӗнет,

Ахӑр^тылӑ кӑтӑрнӑ:

Ҫӗр ҫӗмӗрсе таврӑнать...

Шалт-шалт турӗ, шалт турӗ,

Карчӑк пуҫӗ ялт турӗ.

Суккӑрӑскер ҫул ҫинчен

Ӗлкӗреймерӗ пӑрӑнса.

Тылӑ пычӗ, шалтлатрӗ,

Карчӑк пуҫне татайрӗ.

Тухатмӑшӑн пырӗнчен

Юхрӗ тухрӗ хура юн...

*

*

*

Иртрӗ кайрӗ тӗттӗм ҫёр,

Хуллен-хуллен сирӗлчӗ.

Сикрӗ тухрӗ ҫутӑ кун,

Ҫутҫанталӑк ҫутӑлчӗ,

Акӑр ялӗ вӑраннӑ,

^Йывӑр ыйхӑ татӑлнӑ.

Пурте тӑвать хӑй ӗҫне

Ёҫчен чӑваш йӑлипе:

Чёкеҫ инкен пиччёшӗ

Акӑ выльӑх апатлать —

Хӑй йӑмӑкин виллине

Тупать улӑм ӑшёнче.

Акӑ пырать пӗр этем,

Арман хуҫи урампа,

Шур(ӑ) сӳхалӗ ик хӑлаҫ,

Курпунӗ те икё пӑт.