Previous Page  15 / 28 Next Page
Information
Show Menu
Previous Page 15 / 28 Next Page
Page Background

Пит хӑватлӑ япала.

Пирӗн ялта яланах,

Инҫе ҫула кайнӑ чух,

Усал-тӗсел тивесрен

Юсман чиксе каяҫҫё.

Ҫапла пирӗн инке те

Хӑй лашине кӳлчё те

Тухса кайрӗ сём-ҫӗрле

Акӑр ялне хӑнана.

*

*

*

Тимӗр тылӑ шалтлатать,

Усал карчӑк сӳс тыллать,

ЙӗС тӑпсаллӑ хапхана

Уҫать чӗлхе каласа:

«Шалт-шалт тыллӑм, шалт тыллӑм!

Акӑр ҫулӗпе сик, тыллӑм,

Ҫав кин патне ҫит, тыллӑм,

Ҫав кин пуҫне ҫи, тыллӑм!»

Тимӗр тылӑ, шалт тылӑ,

Сиксе кайрё ҫулпала.

Тылла сиссе, сарӑ кин

Юрӑ юрлать, чуптарать:

«Уйӑх ҫути ҫап-ҫутӑ,

Акӑр ҫулӗ тап-такӑр,

Чуп-чуп, лашам, чуп, лашам,

Ҫитес ҫёре ҫит, лашам,

Хӑрат, хӑрат тӑшмана,

Сӗтпе юрнӑ юсманӑм!»

Пӑрахать те хӑварать

Пӗр юсманне ҫул ҫине.

Ҫитнё-ҫитнӗ ҫӗртенех,

Югман тӗлне ҫитсенех,

Тимӗр тылӑ хӑраса

Сиксе кайрӗ килнелле.—

«Шалт-шалт тыллӑм, шалт тыллӑм!

Акӑр ҫулёпе сик, тыллӑм,

Ҫав кин патне ҫит, тыллӑм,

Ҫак кин пуҫне ҫи, тыллӑм!»

Тимӗр тылӑ, шалт тылӑ,

Сиксе пырать ҫулпала.

Тылла сиссе, сарӑ кин

Татах юрлать юррине:

«Уйӑх ҫути ҫап-ҫутӑ,