Previous Page  13 / 28 Next Page
Information
Show Menu
Previous Page 13 / 28 Next Page
Page Background

Темшӗн ытла юратмасть,

Хӑвӑр тупӑр мӗншӗнне,

Ӑна чӗлхем калаймасть.

Куҫӗ-пуҫӗ пит йӑваш,

Ҫын савӑнса тӑмалла,—

Ҫапах карчӑк юратмасть,

Ухмах тесе шухӑшлӑн.

* * *

Ҫакӑ кинӗ яланах

Минкӗртетет карчӑка:

«Апай, яр-ха хӑнана,

Апай, яр-ха хӑнана!»

— Пуҫҫавӑрмӑш, ҫӗр ҫӑтман,

Ҫитӗ ҫынна йӗтетмеГ

Авантарах ӗҫне ту,

Вӑхӑт ҫитсен ярӑп-ха,—

Чӗкеҫ кинӗ ахаль те

Ёҫне тӑвать ҫунтарса,

Карчӑк ҫапах Чӗкеҫне

Вӑрҫать ӗҫне туманшӑн!

Суккӑр карчӑк-кӑрчӑкӑн

Куҫ курманни ахаль мар!

Вӑхӑт ҫитсен, хӑй вилсен,

Ярӗ-ха вӑл хӑнана.

Виҫӗ хутчен Чӗкеҫ кин

Ват карчӑка йӗтетрӗ:

«Апай, яр-ха хӑнана,

Аппам патне каям-ха!»

— Ай, ҫӗр ҫӑтманӑ пуҫна!

Ырра мар-тӑр ку кинем,—

Виҫҫӗмёш кун, каҫ пулсан,

Карчӑк ытлах ҫилленчӗ.

«Апай, яр-ха хӑнана,

Апай, яр-ха хӑнана!»

— Каях, каях, йӗтетмӗш,

Курӑн-ёҫке ху кунна.

Кӗҫӗрех кай, кёҫёрех,

Пуҫу кунта ан пултӑр! —

Кин васкаса ҫавӑнтах

Сётпе юрчё виҫ юсман.

Хӑвӑр пёлетёр: юсман,

Ырӑсене асӑнса

Вёрсе-сурса пёҫерсен,