Previous Page  11 / 28 Next Page
Information
Show Menu
Previous Page 11 / 28 Next Page
Page Background

Пирӗн ялта пӗр карчӑк

Пурӑнатчӗ ӗлӗкрех.

(Халь ӗнтӗ вӑл тупӑкрах

Выртать масар хыҫӗнче.)

Пурӑнӑҫа ҫав карчӑк

Ҫӗмёрттеретчӗ анчах:

Пурччё унӑн качака,

Икӗ сурӑх, пӗр кушак;

Чалӑш пӳрчӗ тӑрринче

Тӑманасем усратчӗ;

Тӑманасем патӗнчех

Тимӗр тылли ларатчӗ:

Пит хӑрушӑ япала,

Пӗр кӑтӑрса кайсассӑн!

Ёнтӗ хавар та пелер

Карчӑк суккӑр пулнине,

Мӗншӗн тесен карчӑкӑн

Тимӗр тылли пур-ӗҫке:

Кантӑр шӑмми ҫӳппине

Куҫа кӳртет шур (ӑ ) шуйттан

Суккӑр пулсан, инҫех мар

Тухатмӑша тухма та.

Ку карчӑк та — ӑҫтиҫук

Тухатмӑшчӗ таврара.

Ӑна пӗлмен ҫын та ҫук,

Палламан йытӑ та ҫук.

Пурччӗ тата карчӑкӑн

Икӗ тӑлӑх кинӗсем:

Икӗ кин те лайӑх кин,

Иккӗшӗ те сарӑ кин.

Аслӑ кинӗ мӗн ятли

Пире халӗ кирлӗ мар:

Хӑйне кӗвӗллӗ арӑмччӗ,

Тӳрриперех каласан,

Хитрех те мар мухтама,

Начар та мар хурлама.

Кӗҫӗн кинин, каласан,

Ячӗ унӑн Чёнеҫчӗ,

Хӑй те чӗкеҫ пекехчӗ,

Ытарма ҫук аванччӗ,

Алли ҫӑмӑл ӗҫ тума,

Тути ҫӳхе чуптума.

Чӗкеҫ кинне карчӑкӗ