- 92-
Вӑрман тата хытӑрах
ШавлаТ, йёрет, ахӑраТ.
Турӑ ҫырлах, ан пӑрах!
Ахӑрсаман хускалаТ!
Ах, ҫылӑхлӑ пуҫӑма
Ӑҫта т>иксе хурам-ши?
Ах, ҫылӑхлӑ ^унӑма
Йепле тытса ррам-ши? ..
Йепле Сетнер мӗскён-ҫке
Урнӑ вӑрман ӑшӗнҫе.
Иепле ҫирёп йывӑҫсем
о
Иурлаҫҫё пуҫ тӑррин^е.
Вӑрман хёсёк ҫулӗпе
Ӑш ҫуннине пусарса,
Вӑрман шавне хуплас пек,
ДыраТ Сетнер йурласа:
„Сӗм-сём вӑрман, сёмвӑрман,
Мӗншӗн хытӑ шавлатӑн?
Мёншӗн шӑй-шай шӑхӑрса
Мёскён '5уна хӑрататӑн?
Ах, ман хуйхӑм, итле-ха:
Мӗншӗн мана ҫунтаратӑн?
Мӗншӗн мана тӑлӑха
Савӑнйҫа мантаратӑн?
Ҫуралтӑм мӗн аннерен
Хӗн-хур, асап курма-ҫеҫ.
Ҫав асапран, хӗнлӗхрен
Ҫамрӑк пуҫйм пётни-ҫеҫ.
Ҫамрӑк пуҫам пӗтмӗ-^ё,
Мулӑм ҫукки пётер^ӗ.
Вӑл та пулнн Йурё-т;ё,
Ҫын ухмаххи пӗтер^ё.
Ҫын ухмаххи йурё-^ӗ,
Усал тӑшман тупӑнт>ё,
Усал тӑшмӑн пётё-^ё,
Турӑ ҫырни курӑн^ӗ."
! Сетнер йурлаТ йуррине.
! Вӑйлӑ тӑвйл тапранса,
Сетнер йуррине илсе
Вёҫет йёрсе, ахӑрса.
! Ҫав хуйхӑлӑ сасӑсем
!
г
|}уна ҫурса йёреҫҫё,
Вӑйлӑ тӑвйлпа пёрле
Таҫта ҫитех ҫитеҫҫё,
Хура вӑрман ӑшӗн^е
Хуллен хуллен пётеҫҫё.
Ҫав йурӑри куҫ-ҫӳлсем
Пӗр т;ун патне ҫитеҫҫё.
Таҫтан таҫтан айакран
Тепӗри хирёҫ макӑраТ..
Усал асап-хуйхӑран
Унта тепӗр ҫун ҫунаТ.
| Такам йуррин сассисем
! Кӗрет Сетнер хӑлхине.
! Вӑйлӑ т&в&лпа пёрле
I ЙурлаТ Сетнер йуррине:
„Хура вӑрман, сём вӑрман.
! Мӗншён хытӑ шавлатӑн?
! Савни пекех йурласа
Вилнӗ зуна вӑрататӑн?
I Тёттём вӑрман, сём вӑрман.
; Ан ултала тӑлйха.
| Савни пекех йурласа
Ан хӑварсам хурлӑха.
Аслӑ вӑрнан, сём вӑрман.
Мана ^ӑнне кала-ха!
Мӗскён -§уна шеллесе
Т)ун савнине кӑтарт-ха.. .




