

Никифор Мранъкка
Совет владне туса хучёд. Вуласра советсен пёрремёш съезчё пулса
иртрё. Qae съездра Янашован мёнпур именине халах аллине туртса
илме йышанчёд. Анчах ахальтен дед пулмарё-ши ку? Нивушлё ёлёкхи
пуяна тёп тавайёд? Вара пурнад мёнле майлашанса кайё?
— Тем курса ларан... — упашки канадсарланнине сиссе самах
хушрё арамё. £ав вахатра чуречене шаккарёд.
— Кам унта? — чурече умне пычё хвершал арамё.
— Салтака персе амантна. Хавартрах пулашу кирлё! — илтёнчё
тултан ардын сасси.
— Салтакё адта? — ёнтё хвершал та чурече патне анталчё.
— Пульницана илсе кайрёд.
Хвершал васкаса дитнё дёре видё-тавата дын аманнине йатса
тараддё.
— Шала илсе кёрёр хавартрах !— хушрё хвершал.
Кольана улта выранла пулёме йатса кёчёд. Урах пулём дуккипе
хёрарамми-ардынни те дакантах выртаддё. Шинелёпе аттине хывса
илсен Кольана стена думёнчи койка дине вырнадтарчёд. Аякё тёлёнчи
гимнастерки юнланнаран хвершал ана та хывма хушрё. Пуля икё аяк
шамми хушшинчен тачка уте шатарса тухна.
— Э-э... Эсир телейлё дамрак иккен. Шаммусем шёкёрех. Тепёр
икё эрнерен строя тама пултаратар! — Кольана йапатмалла каладка-
лана май хвершал сурана тасатрё, бинтпа дыхса ячё. — Ну ват, халь
пёр хуша лапланса выртар.
Юлташёсем кёме танине курсан:
— Кайар, кайар! Халь вахат мар! — терё.
— Суранё мёнле?
— Харамалли дук. Савнийё пулсан ана та калар, пёр-икё эрнерен
улаха тухма пултарать.
Коля юлташёсем сирёлме ёлкёрейменччё — Микула Клавьене ал
вёддён йатса кёчё.
— Алексей Васильевич, салам...
— Салам, Николай Степанович... Ку хёрарама тата мён пулна?
— Сехмет персе амантна. Тёрёссипе, вал мана тесе пенёччё. Ку
хёр ача иксёмёр хушша кёме ёлкёрчё. Мана вилёмрен далса хаварчё.
Хвершал тёлёнчё. Паттар хёр кам таврашне ыйтса пёлёччё —
вахат мар пек туйанчё. Тинкеререх пахсан тадта курна та пек туйанчё.
Тавдараймарё кана. Клавье йынашса яни ана хаварт пулашу памал-
лине аса илтерчё.
— Хальхи саманара аптрамалла ёнтё... Переддё те переддё пёрне-
пёри...
— Пёрне-пёри мар, Алексей Васильевич, ёд дыннисен ёмёрхи ташма-
нёсем пире переддё... — хвершал шухашне турлетрё Микула.
— Пулё те... пулё те... £иелти тумне хывасчё.
Микула йатса тана дёртех санитарка хёр пушмакне хывса илчё.
Сылтам аллине фуфайка даннинчен каларна чухне Клавье сасапах
йынашса ячё.