Previous Page  22 / 74 Next Page
Information
Show Menu
Previous Page 22 / 74 Next Page
Page Background

90

мам

Никифор Мранъкка

тма ыйтмарё. Лавдисем хайсем тавдараймарёд. Кад та пулчё.

Сёнтёрварри индех мар та. Qanax мёнле дитё-ши? Урисене аран-

аран улаштаракан пулчё.

Хыдран кресла дуна кулнё лав хуса дитрё те, Клавье тусеймерё:

— Ыра дын, лартса кай-ха, тархасшан...— терё ватаннине сирсех.

— Адталла дул тытатан?

— Аталкассине. Сёнтёрваррине те пулин дитсе выртасчё. Анчах

хама хам та шанмастап, ывантам.

— Лар !— хёре шеллесе сёнчё лавда. Клавье дуна дине вырнадсан,

хушса хучё: — Эпё сана Сёнтёрваррине мар, хамар ялах илсе ка-

ятап. Пирён ял А тал хёрринчех, сан пурпёр пирён ял думёпе ирт-

мелле.

Клавье турех килёшрё. Лавда лашине хаваларах пачё. Кёдех

Сёнтёрварринчен иртрёд. Тепёр дур сехетрен вырас ялне дитрёд те

улта кётеслё шатрун дурт умёнче чаранчёд.

— Чуну пур-и? — шутлерё лавда.

— Чунам тухман та... А л-ура пуррипе дуккине туймастап, — терё

Клавье. Кресла урла кадса дуна динчен анасшанччё, ури кутсе кай-

нипе кашт дед укмерё.

— Эх, ачам... Эс чаннипех халтан кайма пудлана иккен. Пурте атя

хавартрах! — лашине хапха умне хаварсах хёре пурте даватса кёртрё.

Килтисене хушрё:

— Ханана йышанар. Ури-аллине пахкалар-ха, там илмен-и?

Кил худи арамё ана фуфайкине, пушмакне хывма пулашрё. А лли -

урине тыткаласа пахрё.

— Мухтав Турра.. Пурте шёкёрех... — тесе хаварт дамата кайса

илчё. — Тахан-ха!

Клавье аллипе ури ашаннадемён шёл кавар динчи пек дунма пуд-

ларё. Вал кунашкал ыратнине нихдан та туйман. Ирёксёрех кудё

шывланчё. Кёдех лавда лаша таврашёсене йархаха кёртсе дакрё.

Кёрёкёпе талапне хыврё те Клавье патне пычё.

— Мёнле, там илмен-и?

— QyK пулас... — аран хуравларё Клавье.

— Алла мухтав! Эп хытах хараначчё. (?анталакё сивех те мар, дулё варам.

Хёл кунёнче кам пушмакпа дула тухать? Мён ёдпе дуретён-ха капла?

Клавье нимех те шарлаймасар ларчё. £ак ыйту дине мён хурав-

ламаллине пёрре те шухашламан вал. Qanax та пурнадра мён пулса

иртнине пёлтересех килмест. Мён каламалла ёнтё? Юлашкинчен

шутласа тупрё хёр.

— Атте чирлесе укнё те... Анне те сывах мар. Шупашкарти собо­

ра дурта кайса лартрам. Питех ыванначчё. Кунта дити лартса

килнёшён тавтапуд...

Кил худисем чунтан шеллесе парахрёд. Пах-ха ана, терёд, ашшё-

не сыватассишён хёл кунёнче пушмакпа тухма та хараман.

— Амашё! — евёклён чёнчё кил худи. — Апат-димёд хатёрле-ха.

Хаман та хырам выдрё.