Автан

Утӑра : калавсем / художникӗ Н. Н. Тихонова. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1997. – 24 с. : ил.


Автан

Пирӗн пěр пысăк хӗрлӗ автан пур. Вăл тăр кăнтăрла урапа çине хăпарать те: «Кики-рик-ку!» – тесе авăтать. Сасси аван, хӳри илемлě, авăна-авăна тăрать. Кикирикки пысăк, тӗклӗ ураллă, качи вăрăм. Сирěн автан çапла-и?

Лаша шырани

Пěр яла пырса ыйтать тет:

– Лаша курмарăр-и? – тесе.

– Çук, курмарăмăр, – тесе калаççӗ тет. Тата тепěр яла пырса ыйтать тет:

– Лаша курмарăр-и? – тесе.

– Çук, курмарăмăр, – тесе калаççӗ тет.

Çапла ялтан яла тек çӳрет тет. Çӳресен-çӳресен пěр ăслăрах çынна тěл пулчě тет те:

– Эсě ăçта та пулин ют лаша çӳренине курман-и? – тесе калать тет.

– Çук, курман. Хăçан çухалнă сан лашу? – тесе каларě тет.

– Паянхипе виçӗ кун ӗнтě ак, – тесе каларӗ тет.

– Лашу мěн тӗслӗччӗ? – тесе каларě тет леш çынӗ.

– Шурă улаччě, – тесе каларě тет.

– Çак ху айăнтиех мар-и? – тесе каларě тет лешě. Хайхи ут çинчен анса пăхрӗ тет те лашине:

– Çакă, çакă, çакă! – тесе каларӗ тет. Лаши çине сиксе утланчӗ тет те савăннипе чуптара пачě тет килне.

Чӑлха çыхни

Эпě пěчěкçě чухне пěрре анне пуçланă чăлхана çыхма тытăнтăм. Çыха пěлмесӗр çиппине пěтěмпе чăлхантарса пěтертӗм.

Анне çакна курчӗ те:

– Ачам, малтан çыхма вӗрен-халӗ, унтан тин çыхтарăп, – терě.

Ӗç çинче

Эпир пӗрре чикери ана çинче тулă выратпăр. Эпӗ кӗлте çыхрăм та ăна тӗм çине леçсе хутăм, çав вăхăтра çурлана таçта çухатрăм. Пăхкалатăп-пăхкалатăп – çук. Çурлана пичче тупнă та каламасăр тăрать. Атте уншăн çилленчě те ятла пуçларě.

– Ӗç патӗнче вылямаççě, ěç юлать! – терӗ. Мана тата:

  • Кěлте çыхнă чухне çурлана хулпуççи çине хураççӗ, – терě.

Чакак

Чакак çулла вăрманта пурăнать, юр çусан яла пырать. Çулла вăрманта вăл чěпě кăларать, ялтан çăмарта вăрласа кайса чěпписене тăрантарать. Хěлле, сивě пулсан, йывăрлăх çине ларать те: «Чак-чакак, чак-чакак», – тесе чакаклатать.

Сӳсмен хакӗ

Пирӗн ялта ěлӗк пӗр çын пасартан сӳсмен илсе таврăннă тет. Ун патне кӳрши пынă тет те:

– Сӳсменне хаклă патăн-и? – тесе ыйтрě тет. Ку каларӗ тет:

Хакне-мěнне пěлмерěм, аллă пус патăм, – терӗ тет.

Хӑта

Пирěн пата пěрре çăварнире хăна килчě. Пичче ăна:

– Кěрех пӳрте, хуньăм, – терě.

Пӳрте кěрсессěн эпě те хăнана хуньăм тесе чěне пуçларăм. Аттесем манран кула пуçларěç:

Санăн хуню пулмасть вăл, пиччӳ хунě пулать, санăн ăна хăта тесе каламалла, – терěç.

Утӑра

Виçӗ çын утта кайнă тет. Вӗсен лаши лачакана путса ларнă тет. Çыннисем пӗри Каринкке ятлă, тепри Емелкке ятлă, виççӗмěшě Çаманкка ятлă пулнă тет. Çаманкка калать тет:

– Как быть, Каринкке? Епле тăвас, Емелкке? – тесе калать тет.

Каринкки калать тет:

– Çапла тăвас, Çаманкка! – тесе калать тет. Лашине аран туртса кăларнă тет вара.

Ҫил-тăвăл

Эпир пěрре çулла çерем çинче вăрлăх çапатпăр. Сисмен те хамăр, пирěн тӗле пӗлěт хупланă илнě, çанталăк сӗм тěттěм пулчӗ тăчě. Унччен те пулмарě çил-тăвăл пирěн сарăма тырри-мěнěпе варкăштара пуçларě. Нимěн тăва пӗлместпěр. Хăшӗ аллине кӗреçе тытнă та улăмсене тěрткелесе çӳрет, хăшӗ сенӗк илнě те тырă хырма тытăнать.

Пирěнпе пӗрле тырă çапакан куршě лашине утланнă, пирӗн тавра кустарса çӳрет.

– Тěнче пěтет, тӗнче петет! Чӗлӗмӗм ăçта-ши? – тесе кăшкăрать.

Тăвăл чарăнсассăн хамăртан хамăр кулатпăр.

Аптранă кăвакал кутăн чăмнă тет.

Арман туни

Кăçал кěркунне пăр яп-яка шăнчě. Пěр эрнекун эпир ачасемпе пухăнтăмăр та пуртăсем илсе пăр çине выляма антăмăр. Ачасем каларěç: «Атьăр арман тăвар»,– терěç. Ну вара пăр касма тытăнтăмăр. Пěр пысăк пăр касса кăлартăмăр та çап-çаврашка туса хěррине тикěслерěмěр, варне шăтăк турăмăр. Унтан вара пăр çине пěр юпа çапрăмăр та çав юпа çине пăра тăхăнтарса хутăмăр.

Ну, ачасем çавăрма тытăнчěç, çавăртăмăр-çавăртăмăр та, пăр ла-а-ап! çурăлса кайрě. Ачасем вара пěр-пěрне: «Эсě çуртăн та эсě çуртăн»,– тесе калама пуçларěç.

Çапла вара шавла-шавла каç туса киле таврăнтăмăр.

Вӑрӑмтунасемпе старик

Пěр старик çулла вăрманта канма выртнă тет. Вăрăмтунасем пыраççӗ тет те ун патне: «П-и-ч-ч-е-п-ě-ч-ч-е-н», – тесе калаççӗ тет. Пěри çапла каласа каять тет, тата тепри пырать тет: «П-и-ч-ч-е-п-ě-ч-ч-е-н», – тесе калать тет. Старик выртрě-выртрě тет те: «Халě пěри ěçсе кайрě; эсир мěн пӗчченě, темиçенӗн!» – тесе калать тет. Старик сăхманӗпе чипертерех пěркенсе выртрӗ тет те çыртма паман тет вара.

Пулӑ сӗрни

Пěр аслă кӳлӗре чăвашсем, вырăссем, мăкшăсем пулă сěрсе çӳреççě тет. Чăвашсем сӗрсе кăлармассерен:

– Çук та çук! – тесе калаççӗ тет. Мăкшăсем сӗрсе кăлармассерен:

– Араç та араç! – тесе калаççӗ тет.

– Ку епле чăвашпа мăкшă телейлě? Шӳкке те карас, шӳкке те карас тытаççӗ! – тесе тěлěнеççě тет вырăссем.

Вырăс, тутар, чăваш – пурте çын.

Кахалпа юлхав

Ӗлěк пěр кахалпа юлхав пурăннă тет. Кахалӗ улма йывăççи айне кěрсе выртнă тет те:

– Ай-ай, манăн çăвара пěрер улми татăлса ӳкинччě! – тесе выртать тет.

Юлхавě:

– Епле ӳркенместěн çак эсě çав сăмаха калама? – тесе калать тет.

Хураçка

Пирӗн Хураçка ятлă пысăк йытă пурччӗ. Эпӗ ăна хěлле пӗчěкçě çунана кӳлтӗм. Хам çуна çине лартăм та:

– Ну атя, Хураçка, урамалла! – тесе пушăпа çат! тутартăм. Хураçки çăттăр-çаттăр! çуни-мӗнӗпе кěлет айне кěрех кайрě. Манăн пуçа кӗлет пӗрени çумне шан! тутарса хăварчě.

Йалăнтарни

Пирěн атте пасара каймассерен пирěн валли кулачă илсе таврăнатчě. Пӗрре çапла пасартан таврăнсассăн атте пурсăмăра та пěрер татăк кулачă валеçсе пачӗ. Мана ыттисенчен сахал панă пек туйăнчӗ. Эпě кулача илмесěр, йăлăнтарса, пěр кěтесе кайса лартăм.

Атте ман еннелле çаврăнса пăхрě те:

– Мӗншӗн илместӗн тата кулачăна? – терě.

Эпӗ пěр чěнмесěр ларатăп. Атте мана панă кулачă татăкне илчě те йăмăксене валеçсе пачě:

Мейěр, çийěр Иван татăкне, вăл кěтесре йăлăнтарса лартăр-ха! – терӗ.

Йăмăксем вара манăн татăка çирӗç ячěç. Кайран ыйтасчě – кулачă çук.

Çын аллинчи кукăль пысăккăн курăнать тесе ахаль каламан çав ваттисем.

Кулачă

Пěр ачанăн кулачă çиесси пит килнӗ тет, ашшěне пасара каймассерен кулачă илсе кил тесе ярать тет. Пěрре пасар кунӗ ашшě çакна хутаçа çăкăр чиктерет тет те кăк кăклама ертсе каять тет. Ана çине çитсен:

– Акă, ачам, çак кăксене кăкла, çăкăрна пӗртте ан пăх, вăл хăех кулачă пулса выртать, – тесе каларě тет, хăй пасара кайрě тет. Хай ача кăклать-кăклатъ тет те çăкăрне пырса пăхать тет – çăкăр кулачă пулман тет. Пăртак тăрсан татах пăхать тет, татах пулман тет. Каçалла та сулăнса пырать тет, ěнтě хырăмӗ темӗн пекех выçса кайрӗ тет çакăн – çăкăр çаплах кулачă пулман тет. Касать тет те çăкăра тăвар сапса çиет тет – ай-ай тутлăланса кайнă тет çăкăр, кулачăран та тутлă тет.

Тепӗртакран ашшě пасартан таврăнчě тет.

– Çăкăр кулачă пулчě-и, ывăлăм? – тесе ыйтать тет.

– Тěсě кулачă теслě пулмарě те, тути кулачăран та аван, – тесе калать тет лешě.

– Çапла çав, ачам: ěçлесе çисен çăкăр та тутлă, тăрансан пыл та йӳçě, – терě тет ашшě.

Эпӗ ӳкӗнни

Манăн атте куçě курнă чухне тулти ӗçрен пушансассăн ялан савăт-сапа тӗплетчě, кăшăл çапатчě. Вăл ěçленě чухне пирěн валли выляма хăма татăкěсем темӗн чухлě пулатчӗç.

Пěрре эпир куршě ачи Кěркурипе хăма татăкěсемпе урай варринче вылякаласа ларатпăр. Кěркури тепле ăнсăртран манăн пӳрт пеккине ишрě пăрахрě. Уншăн манăн Кěркурие çилě килчě. Эпě ăна хăма татăкӗпе пуçěнчен пат! тутартăм. Кěркури йӗре пуçларě. Атте илтрě те:

– Мěншěн тиврӗн? Хăвна тивсессӗн аван пулě-и? Авă ěнтě вăл киле каять, кампа выльăн вăл кайсассăн? – терě.

Кӗркури чăнах та çӗлӗкне, алсисене тăхăнчӗ те алăк патнелле утса кайрě. Эпě нимěн чӗнместěп. Тӳсеймесӗр йěрсе ятăм. «Мӗншěн кăна çапрăм-ши?» – тесе ӳкӗнтӗм хам ăшăмра.

Кӗркури эпӗ йěнине илтрӗ те:

– Ан йěр, Алюш, ан йěр, атя татах паçăрхи пек выляр, – терě.

Мана тата питех намăс пулчӗ. Чарăнаймасăр тата хытăрах йěре пуçларăм. Кěркури ачашлакаласассăн, йăпаткаласассăн тин чарăнтăм.

«Нумай пӗтě, сахал çитӗ, пӗрле пурăннине мěн çитӗ», – тесе юрлаççӗ ваттисем.

Алăкран тухса кайсассăн аллă тěслӗ ăс кӗрет.

Ҫуркунне

Çуркунне хěвел хěртсе пăхать. Тулта ăшă. Çил пӗртте вěрмест. Çӳлте тăрисем юрлаççě. Юр ирěле-ирӗле кăшт анчах юлнă. Урам хушшинчи çырмасем чăл-чăл-чăл! юхса выртаççě.

Эпир ачасемпе хăма татăкӗсенчен кимӗ пеккисем турăмăр та пěр хытăрах юхакан çырмана ятăмăр. Хамăр: «Камăн иртет! Камăн иртет!» – тесе кăшкăркалашса кимӗсем хыççăн чупса пыратпăр.

Çапла чупса пынăçемěн эпě хам умра мěн пуррине курман та, шыв лупашкине лап! кӗтӗм ӳкрěм. Кěпем-йěмěм йěп-йěпе! Сивӗ, шăнтăм хам!

Кěпе-йěм улăштарас тесе киле чупса кайрăм.

– Ăçта йӗпетрěн? Епле йӗпетрӗн? – теме пуçларě мана анне.

Эпě тӳррипе каласа патăм.

– Çук сана кěпе! Кай, кăмака çине улăхса лар! Ӳлӗм умна-хыçна чипер пăхса çӳре! – терӗ.

Шывăн турачě çук теççě.

Вилнě чěпӗ чӗрӗлни

Пěрре мана тырă вырнă вăхăтра чěпӗ сыхлама хăварчěç. Ун чух чěпěсем тухни виççěмӗш кун анчахчě, çавăнпа вӗсене пӳртех хупса хăварчěç.

Аттесем кайсан эпě чěпěсене çитере пуçларăм. Пирěн пӳртре таракан пит нумайччě. Эпě чěпěсене таракан çитерес тесе сакка илтěм те ăна урай çумне шакка пуçларăм. Шакканă чух тепле пěр чӗппе сăмсинчен тиврě те чӗпӗ çаврăна пуçларě. Çаврăнсан-çаврăнсан кайрě ӳкрӗ те вилчӗ. Эпě ăна илтӗм те чӗрěлмӗ-и-ха тесе хӗвел ăшшине чӳрече çине хутăм. Хăранипе хамăн ниçта кайса кěме çук чӗре çунать, нимӗн тăва пӗлмесěр тула тухса кайрăм. Урамра ман юлташсем выляса çӳреççě. Манăн выляс та килмест. Курăк çине лартăм та аттесене мěн калăп-ши ěнтӗ тесе тем пек хуйхăратăп, ларсан-ларсан çавăнтах йěрсе те илетӗп тата хам. Ача ăсӗ çав, темěн йěмелли пур çав чěпӗшěн! Унтан пӳрте кěтӗм те пăхатăп: хайхи чěпě чӳрече çинче лара парать. Чěрěлнě ку, ăш çунтармăш! Эпӗ ăна чӳрече çинчен илсе урайне ятăм та, ку амăшě патне чупса кайрӗ. Вара тин манăн чěре лăпланчě.

Каçхине аттесем вырмаран таврăнчěç. Эпӗ мӗн пулнине вӗсене вăл каçах каласа кăтартаймарăм, пӗр-икě эрне иртсен тин каларăм. Аттесем вара кулса каларӗç:

– Ку айван мěнпур чěппе вěлерсе пěтерě, – терӗç.

Çавăнтан кайран эпӗ чӗпěсене алла тытма та хăраттăм.

Эпě сехет çěмěрни

Манăн атте сехет тӳрлетме ăста. Сехет Хӗветки тесен ăна таçти çын та пěлет. Ăна кура пӗчěк чухне манăн та сехет тӳрлетес килетчӗ. Анчах аттесем эпě айваннине кура мана сехетсем тӳрлетме мар, вăсен çумне сěртěнме те хушмастчěç. Эпӗ çавах вěсем килте çук чухне тыткаласа пăхаттăм.

Пěрре çапла атте пěр сехете салатса тăкрě те тӳрлете пуçларě, тӳрлетсен-тӳрлетсен хăй таçта тухса кайрӗ. Анне кӳрше ларма кайнăччě. Пиччесем иккěшӗ те ирех вăрмана вутта кайсаччěç. Мана ирӗк пулчě: мăлатук илтěм те сехет ураписене шакка пуçларăм, анчах манăн çапмассерен шăлěсем хуçăлаççě. Ӗçлесен-ӗçлесен каялла çаврăнса пăхрăм та чӳрече витěр атте килнине курах кайрăм. Часах сехет ураписене хуратăп та кăмака çине улăхса выртатăп. Атте килчě те сехетсене тӳрлетме пуçларě. Курать ку: хăш-хăш урапин шăлěсем хуçăк. Унталла-кунталла пăхкаларӗ те хайхискер эпӗ кăмака çинче выртнине курах кайрě. Ман пата пычě те ыйтать:

- Элекçей, сехет урапи шăлӗсене эсӗ хуçрăн-им? – тет.

- Çу-ук, эпě мар, – терӗм эпě.

- Епле эсӗ мар? Сансăр пуçне урăх никам та çукчӗ кунта! – терӗ. Унтан атте тытăнчӗ мана ятлама:

– Мěн тумаллине пěлместěн пулсан ӳлӗмрен пырса ан çыпçăн! – тесе темěнччен ятласа каларӗ.

Çавăнтан кайран эпě нумайччен шухăшласа çӳрерӗм.

Пасара

Пăсара пăхăрçă пӳртне кěчě тет те йěкеве çула пуçларě тет. Хăйěн чěлхи çинчен юн юха пуçларě тет. Ку юн тимěртен тухать пулě тесе шухăшланă тет. Ну, вăл савăнса тата хытăрах çула пуçларě тет. Çула-çула пăсара чěлхине пěтěмпе пăснă тет.

Икӗ йӗкехӳре

Икě йекехӳре пӗр çăмарта тупнă тет, ăна уйăрса çиесшěн тет. Вăл çăмартанах курак та курнă тет, пырать тет кусем патнелле. Мӗн тăвас йӗкехӳресен? Ăçта чикес çăмартана? Часрах йăтса кěрес – алăсем кӗске, тытма çитеймеççě; кус-тарса кěрес – çěмěрӗлесрен хăрушă. Хайхисем пěри часрах çăмартана тăватă урипе ыталаса месерле выртрӗ тет, тепри ăна хӳринчен ярса илсе тěпсакайне сěтӗрсе кěрсе кайрě тет.

Мăнтăрланнă чăхӑ

Пěр чăхă куллен пěрер çăмарта тăвать тет. Тата нумайрах тутăр тесе йышши* ăна хытăрах çитере пуçларě тет. Чăхă мăнтăрланчě тет те пěр çăмарта та туми пулчě тет.

Тилӗ тус

Тилě иçӗм çырли пахчи патне пырса тăнă тет. Иçӗм çырли çупкăмӗсем пахчара ярăмăн-ярăмăн çакăнса тăраççě тет. Тилě икӗ уранăн та тăрса кармашса пăхать тет, сиксе те пăхать тет, çырлине ниепле ярса илеймест тет. Шалт супса пěтрě тет те хайхи кайрě тет вара мăйне-куçне пăркаласа:

– Эй, пăхма анчах илемлě-çке! Çи-халӗ ăна, çăварта пěр шăл та хăвармě! – тесе пырать тет хăй нимӗн тăвайман енне.

Йытăпа унăн мěлки

Пěр йытă шăмă хыпнă тет те каçма тăрăх каçать тет. Шывра ку хăй мӗлкине курах кайрě тет. Çăварӗнчи шăммине часрах пăрахать тет те хăпăл-хапăл шыва сике парать тет лешин çăварěнчен туртса илес тесе. Хăй çăварěнчи шăммине те çухатрӗ тет, лешне те илесси пулаймарě тет.

Çавă ěнтӗ нумая хапсăнсассăн нимěнсěрех тăрса юлăн тени.

Шӑрчӑкпа кӑткӑсем

Кěркунне кăткăсен туллине нӳр çапнă. Вӗсем ăна типěтме тытăннă. Пӗр выçă аптранă шăрчăк вěсенчен çиме ыйтнă.

- Епле эсӗ çулла ху валли çиме хатěрлеймерӗн? – тесе каларӗç тет кăткăсем кăна.

- Юрăсем юрланипе пушанаймарăм-çке, – тесе каларě тет шăрчăкě.

Кăткисем ахăлтатса кулса ячěç тет те:

- Çулла выляса-кулса ирттертěн пулсан, хěлле ташласа пăх-ха эппин, –тесе каларěç тет.

Шӑши

Пěр выçă ырхан шăши кěлет урайне шăтарса кěлете кěчӗ тет. Кěлетре çěр хута тырă çирě тет. Хырăмě параппан пек кӳпсе кайрě тет кунăн. Хайхи киле таврăнас тесе шăтăкě патне пычě тет те шăтăкран пуçě тухатъ тет, хырăмě тухмасть тет. Асапланчӗ-асапланчӗ тет, ниепле тухаймарě тет.

Ирхине кěлете кушак кěчӗ тет те тытрӗ çирě тет хайхи шăшие.

Çавăнпа каланă та: пырна пула пуçна çийěн тесе.

Ула куракпа тилě

Пěр ула курак аш татăкě тупнă та йывăç çине кайса ларнă. Тиллěн те аш çиесси килнě. Ку ула курак патне йăпшăнса пырать те калать:

– Эх, курак тус, сан çине пăхатăп та, эсě ку пěвӳ-сийӳпе, çак сăну-пуçупа патша анчах пулмалла! Тата сассу та пулсан вара…чăнахах патша пулатăн эсě,–тет. Хайхи ула курак савăннипе çăварне карса пăрахать те мěн пур вăйěпе: кранк! тет. Ашě тухать ӳкет. Тилě вара ашне ярса илет те калать:

- Эх, курак тус, санăн ăсу та пулнă пулсан, эсě чăнах та патша пулнă пулăттăн та çав,– тет.

Кашкӑрпа путек

Кашкăр пӗр путек çырма хӗрринче шыв ěçнине курнă. Çак путеке ун пит тытса çиесси килсе кайнă. Кăна ку ăçтан та пулин айăпласшăн кăшкăрса пăрахса калать:

– Эсӗ шыва пăтрататăн, мана ӗçме памастăн, – тет. Путекки калать:

– Ах, кашкăр, эпӗ шыва епле пăтратам? Эпě санран анатарах тăратăп-çке, ěçессе те тута вěçěпе анчах ěçетěп, – тет.

Кашкăрě калать:

– Эппин тата мěншӗн эсě иртнӗ çура манăн аттене темěн те пěр каласа пӗтертěн? – тет.

Путекки калать:

– Кашкăр, вара иртнӗ çура эпě çуралайман та-çке, – тет. Кашкăр çапла шалт çилленсе çитнě те каланă:

– Сана тавлашса çěнтереймӗн, эпӗ халӗ выçă, çавăнпа çиетěп ěнтě сана, – тенӗ.

Уçăлма тухнă шăши çури

Пěр шăши çури шăтăкěнчен уçăлса çӳреме тухнă тет. Çӳресен-çӳресен амăшě патне таврăнче тет те:

– Ах, анне, эпӗ икӗ кайăк куртăм-çке! Пěри пит аван, тепри тискер тенипе тискер ěнтě! – тесе калать тет амăшне.

– Мěнле кайăксем вěсем апла? – тесе ыйтрӗ тет амăшӗ.

– Тискерри картишěнче ак çапла уткаласа çӳрет-çке!.. Хăй хура ураллă, хӗрлӗ çěлěклӗ, куçěсем сиксе тухас пек, сăмси кукăр! Эпě умěнчен иртсе пынă чух хăрах урине çӳлелле çӗклерӗ те çăварне карса пăрахрě, унтан кăшкăрса ячě-çке! Хăранипе ниçта кайса кěре пěлмерӗм çав.

– Вара, ачам, автан-çке вăл! Унтан мěн апла тěрлě хăрасси пур! Унăн пирӗн тěлтен нимěн усаллăхӗ те çук. Тата тепри мěнлеччě?

– Тепри хӗвел ăшшинче ăшăнса выртатчě. Вăл шурă мăйлă, яп-яка, сăрă ураллă. Шурă ăмăрне çулакаласа выртатчě. Хӳрине хăй кăшт вěл-вӗл сиктеркелет, ман çине куçне пěр илмесěр пăхать.

– Эх, айван, айван!.. Вара, ачам, вăл кушак аçи, – тесе каларě тет амăшě çурине.

Пăхма хăйсем хӗвел пек, ăшě-чикки хура юн тени çав ӗнтě.

Тилěпе тӑрна

Тилě тӑрнана хăй патне хăнана йыхăрса кайнă тет. Тăрнана çитерме тесе ку пăтă пӗçернě тет. Пăттине ăшăх тирӗк çине сěркелесе анчах лартнă тет тăрна умне.

– Çиех, тăрна тус, çиех! – тесе сӗнет тет хăй. Тăрна вăрăм сăмсипе пăтта тăк-так, тăк-так тутаркаларě тет те çăварне нимӗн те кěмерě тет. Тилě вара кайран хăна валли антарнă пăттине хăех çуласа ячӗ тет.

Тепěр кунне тата тилле хăй патне тăрна хăнана йыхăрса кайрӗ тет. Пӗçерчӗ тет ку яшка. Ăна тилӗ умне вăрăм мăйлă кăкшăм çине антарса лартрě тет.

– Çиех, тилě тус, çиех! – тесе сěнет тет. Тилӗ кăкшăм тавра кускаласа çӳрерӗ-çӳрерӗ тет, кăкшăм ăшне пуçне ниепле кӗртеймерӗ тет, тутанса та пăхаймарӗ тет тăрна яшкине. Тăрна хăйӗн вăрăм мăйне кăкшăм ăшне чиксе ячӗ тет те яшкине хăех çисе пěтерчě тет. Кайран:

– Çилленсе ан кай ӗнтӗ, тилě тус! – тесе ăсатса ярать тет лешне.

Çăкăр-тăвар хире-хирěç теççӗ.

Хӗсӗр ӗне

Пӗр арӑмӑн пит турӑх çиесси килнӗ тет. Ӗни хӗсӗр тет кунăн, сӗт памасть тет. Кăшт та пулин çапах сӗт памӗ-ши тесе каять тет ку картана. Ӗни выртнă тет. Хăпăл-хапӑл илет тет курка та чупать тет кӳршӗ арăмӗ патне.

– Аккам! Ӗне пăрулама выртнă, кěвелěк парса ярччě мана, – тесе ыйтать тет.

– А те пăрулама выртнă-халě вăл, те ахаль выртнă? – тесе каларӗ тет лешӗ.

– Ăна-кăна пěлмерěм эппин эпӗ, – тесе каллех тухса кайрě тет хай арăм.

Туман тихан пилӗкне ан хуç теççě çав.

Сӑвакан  ěне

Пěр çыннăн сăвакан ӗне пулнă; вăл куллен пěрер чулмек сӗт панă. Çав çыннăн хăна йыхăрмалла пулнă. Вăл çын сӗт нумай пухăнтăр тесе ěнене вунă кун сумасăр тăнă. Вуннăмěш кун çав ӗне вунă чӳлмек сěт парě тесе шухăшланă вăл çын. Ӗненӗн сěчӗ типнě те, вăл ěлӗкхинчен те сахал панă вара.

Кашкӑрпа карчӑк

Выç кашкăр апат шыраса çӳрет тет. Пӗр ял патне пынă тет те хӗрринчи пӳртре ача йěнине илтех кайрě тет. Тата вăл пӳртре карчăк сасси илтěнет тет. Карчăк ачана чарать тет:

– Йӗрсе чарăнмасан эп сана кашкăра парăп ак, – тесе калать тет.

Кашкăр ăна илтсен тапах чарăнчě тет те:

– Ку ачана халь кăларса пăрахěç мана валли, – тесе кӗтсе тăрать тет. Каçах пынăскер çур çӗрччен кӗтнě тет. Хайхи ларсан-ларсан татах карчăк сасси илтӗннӗ тет.

Карчăк ачана калать тет:

– Ан йӗр, ачам, ан йěр, кашкăра памăп сана; килтӗр халě кашкӑр кунта, чукмарпа çапса вӗлерӗпӗр ăна! – тесе каларě тет.

Ăна илтсен кашкăр шухăшларě те: «Ку пӳртре каласса пěр тěрлӗ калаççӗ те тăвасса урăх тӗрлӗ тăваççӗ курăнать», – тесе каларӗ тет; вăл вырăнтан пăрахса кайрě тет вара.

Ӗнепе качака таки

Пӗр карчӑкăн ӗнепе качака таки пулнӑ. Ӗнепе качака таки кěтӗве пěрле çӳренě. Ӗни сунă чухне пěртте тăп тăман. Пӗрре карчăк тăвар сапса çăкăр илсе тухнă та ӗнене йăпатса:

– Тăп тăр, айван, ме, ме, тăп тăрсан тата илсе тухса парăп, – тенě.

Тепӗр каçхине качака таки кӗтӳрен енинчен маларах таврăнать те карчăк умне пырса урисене чаркаласа та тăрать. Карчăк ăна ал шăллипе хăмсарать. Качака таки шăпах тăрать, тапранмасть те. Вăл карчăк ӗнине тăп тăрсан çăкăр парăп тенине ман-ман.

Карчăк качака таки итлеменнине курать те ăна патак илсе çаптаркаласа ярать. Качака таки кайсан карчăк каллех ěнине çăкăр парса йăпата пуçлать. Качака таки вара шухăшлать: «Ку çынсен тěрěсси-мěнě çук иккен. Эпӗ ӗнерен те лайăхрах тăтăм, çапах çаптарчӗ мана», – тет.

Хайхи аяккарах каять те чупса пырса тăрăст! тутарать карчăка. Карчăк сӗчě-мěнěпех пăлтăр-палтăр чикеленсе кайрӗ тет вара.

Укçа уйăрни

Икӗ çын пěрлешсе ěçе кайнă тет, ěçлесе виçě тенкě укçа тупнă тет. Çав укçана уйăраймасăр тавлашса виçӗ кун ирттерчěç тет. Апла тавлашса ирттериччен тата виçě кун ěçленě пулсан миçешер тенкӗ тивěччě вӗсене?

Ахаль тăриччен кěрěк аркине те пулин йăвала теççě.

Хӗветӗр

Хӗветěре куккăшӗ сухаран таврăнсассăн ватă турă лашине кӗтӗве яма утлантарса янă.

– Асту, Хěветěр, хытă ан хăвала лашана, вăл паян сухара ывăннă, – тенě.

Хěветěр ялтан тухсассăнах лашине хытă хăвала пуçланă. Лаши, ывăннăскер, кăшт лӗрт-лӗрт чупкаланă та тăпах чарăннă. Хӑй Хӗветӗр лаши çинчен анса лашине çуран çавăтса кайнă вара кěтěве.

Ута пăхакан çуран çӳремен, ватта пăхакан выçă çӳремен теççӗ ваттисем.

Тавлашу

Икě çын çул çинче хирěç тěл пулнă тет те пěр-пěрин çунисене çаклатнă тет.

Пěри кăшкăрать тет:

Çулăн пěр еннелле пăр-халě, манăн хулана каймалла часрах!–тесе калать тет.

Тепри калать тет:

– Эсě пăрса тăр-халě, манăн киле часрах каймалла,– тесе калать тет.

Вěсем çапла нумай тавлашса тăнă тет. Виççěмěш çын пырса çитрě тет те:

– Сире пит час кирлě пулсан, мана çул парăр-халě,– тесе каларě тет.

Ҫухалнă укçа тупăнни

Пěр çыннăн укçи çухалнă тет, вăррине ниепле тупаймаççě тет. Пухăнать тет пуху. Пуху пухăнса çитсен староста каларě тет:

– Ватăсем, вут тухрě! Вăрă çинче çěлěкě çунать, – тесе каларӗ тет.

Пěр çын пуçӗнчи çěлӗкне аллипе ячӗ тытрě тет. Вăрă çавне пӗлчěç тет вара.

Суеçě

Пěр ача хирте сурăхсем кěтсе çӳрет тет. Кашкăр куран пекки туса çынсене:

– Килěр кунта! Кашкăр пур, кашкă-ă-ăр! – тесе кăшкăра пуçларӗ тет.

Çынсем чупса пычěç тет, кашкăрӗ çук та тет. Çапла ку пӗрре улталарě тет, тепре те улталарӗ тет. Кайран хайхин патне чăнах та кашкăр чупса пынă тет. Хай ача çынсене чăн-чăнах кăшкăра пуçларě тет. Каллех суеçтерни пулӗ тесе çынсем пěри те пыракан çук тет кун патне. Никам çукне кура кашкăр ачанăн пěтěм кӗтӗвне пăва-пăва тухрě тет.

Пěрре улталăн, иккӗ те улталăн, виççӗмěшӗнче макăрăн теççӗ ваттисем – çав ěнтě вăл.