А. Алга

И. Я. Яковлев

Кăнна Кушки... Ăна туран куратăн:
Çырмаллă ял; вěçěнче çаран.
Тахçан кунта иккен тăлăх-туратăн,
Кěтÿ кěтсе, вăл ÿснě ачаран.

Ун чух чăвашăн пурнăçě, кунçулě
Хăй пÿрчěсем пек пулнă-çке хура.
Юхтарнă халăх тарпала куççулě,
Пуççапнă сăхă пихампар турра.

Ун ăслă юррипе юмах-халапě
Усраннă, теççě, хăвăл ăшěнче;
Шуйттан çырми те Пыллăх, Кашкăр лапě*
Итленě вěсене сěм каçсенче.

Ěмěтленни-çунни те иртнě кăлăх,
Çырса хумашкăн саспалли те çук...
Çакна йăлтах курса ăнланнă тăлăх,
Çěрсем-хирсем виçсе çÿренě чух.

Вăл: çитě! тенě, яланах мăнтарăн
Ятне илтсе тăма саманара.
Ак, Чěмпěр çулěпе тусан тустарнă
Ун çăпаталлă ачисем вара.

Патша саманинче вăл тем те тÿснě,
Нумай вал курнă хурапа шурра.
Вăл лартнă çимěç тертлěн шăтса ÿснě,
Пур халăхпа çěр асапне кура.

Сěм чăтлăх витěр çěнтерсе тухасшăн
Вăл, парăнмасăр, утнă çутталла.
Ăна хавхалантарнă Ленин ашшě -
Ěмěтсемпе, ăспа, кăмăлпала.

…Ту айěнче ларать мухтавлă Кушкă.
Кăнна юхса выртать ял çумěпе.
Чечен касра, куратăп, ушкăн-ушкăн
Ача-пăча шкула чупать ирпе.

Вăл уçнă шкул. Пěр Кушкăра çеç мар вăл.
Атăлпала Сěве тăрăхěнче
Кашни ялтах вăл ырă ят хăварнă,
Кашни çынах пěлет халь ун çинчен.

Çěршыв çине çурхи хěвел пăхсассăн,
Эпир кунтан-çке, çěнě тивлетпе,
Çут кунçула çул тытрăмăр хавассăн,
Кăнна та Атăла çул тытнă пек.

Çуралнă ялăма килсе кěрсессěн,
Пире ăс панă шкулăн умěнчен
Эп, Яковлев ятне аса илмесěр,
Сума сумасăр, нихăçан иртмен.

Вăй илтěмěр çěнě тěнче тумалăх,
Çитетпěр çÿллě ěмěтсем патне
Çапах нихçан, нихçан та манмě халăх
Хăйне букварь тыттарнă çын ятне.

Вăл пулчě çутă юмахри пек паттăр.
Ун пурнăçě иртсе кайман ахаль.
Чунран сума сăватпăр, чыс тăватпăр
Ăна ватти те, çамрăкки те халь.

1948.

 

Алга, А. И. Я. Яковлев : [сăвă] // Алга, А. Сăвăсемпе поэмăсем / Александр Алга. – Шупашкар, 1948. – С. 22-23.


* Кушкă таврашěнчи çěр ячěсем.