ГОРКАРИ ЅУРТ ^ 1

П. Хусанкай

Горкăри çурт

I

Ял. Вырăс ялě. Унăн ячě

Халь паллă пěтěм тěнчипех.

Унта эп халиччен пулманччě,

Ялан чун парăмлăччě пек.


Мир Конференцинчен тухсассăн,

Ильич патне пěр саманта —

Ăна курман енчен курасшăн —

Кěрсеттěм эпě çавăнта.


Ăна кашни хресчен палланă,

Хăй те вăл пěлнě кашнинех.

Ав çав пÿртре сăмах каланă,

Итленисем пур хальчченех.


Шур мрамăр çапнă асăнмалăх

Тултан пÿрт пěрени çумне.

— Ильич вăл хамăрăн!—тет халăх,

Çав сасă янрě ěмěрне.

2

Ял. Вырăс ялě. Ленин ячě

Ăна çěклерě тÿпене.

Кунта эп халиччен пулманччě,

Килсе курманшăн ÿкěнеп.


Пěр хут çеç мар çырма пикентěм,

Куçа тинкертрěм ун çине.

Килсе кěнě-кěмен иментěм:

Тупман-ха эпě ун сăнне.


Тупаймасассăн — ěмěр шырăп,

Нихçан та усмăп аллăма.

Тăн сÿннě чух та уншăн çырăп

Чи юлашки сăмахăма.


Инçе-и, мар-и кайě сассăм,

Çав çул хурланнă çынсемпе

Пěр кăкăртан сывларăм ассăн,

Çыратăп çав тивěçěмпе.

3

Сěм чăрăшсем сěнксе лараççě

Сулмаклă юр пуснипеле.

Çав январех астутараççě,

Çав сывлăш пÿлěннě хěле.


Унччен пулман ун пек çанталăк:

Пăрланнă пěлěт айěнче

Чěнмесěр тăтăмăр. Самантлăх

Кăн хытрě пěтěм çут тěнче.


Ӳкет çунатлă кайăк. Йывăç

Шатăртатать. Çуна йăслать.

Чěре кăна — хăй хăрах ывăç —

Сикет ниçта шăнăçмасла.


Ăна пěрех: пăрпа, вутпа тěк,—

Куç хупнă Ленин! Ак чăнни.

Нимле сăмах витми тупа пек

Пуç тайрě шăппăн ěççынни.

4

Сěм чăрăшсем сěнксе лараççě,

Лăсси çинче сулмаклă юр.

Çав январех-и ку? Çав каç-и?..

Кунта халь вилěмсěрлěх пур.


Çак паркăн, çак пахчан, çак çуртăн

Кашни кěтесě Ленина —

Ěнер кăна кунта вăл утнăн —

Усрать халь чěррěн ялана.


Ав вăл канма юратнă вырăн:

Сăрт, йывăç сак, çулла – çерем.

Кунтан хир курăннă: е вырнă,

Е сухаланă хресченсем.


Кунтан тем анлăш тавракурăм —

Россия — курăннă куçа.

Сăрăлтатса чěтрет çан-çурăм,

Кив сăнлăх кăмăла хуçать...

5

... Пиншер, çěршер пин саплăк-саплăк,

Ситрелчěк ансăр анасем.

Пейзаж юратаканшăн «чаплă,

Улăшăнми» картинăсем.


Анчах пейзажшăн мар çав тапхăр

Çунса тинкернě çын хире:

Малтанлăха пěр çěр пин трактор

Парасчě, тенě вăл, çěре.


Хура хăйчиккипе сěмленнě

Мунча пек хăрăмлă пÿрте

Хěвел кěртме вал ěметленнě

Çав ěмěт халě çитрě те!


Историшěн нимех те мар та

Пěр вăтăр-хěрěх çул, пăхсан —

Халь çур планетăн çěнě карттă,

Ку — Ленин чунě çуннăран.

6

Вăл çуннă. Нимěскер хуплаймě

Çил-тăвăл кун сан кăварна.

«Из искры возгорится пламя!»

Çав çулăм хыпнă таврана.


Вăл çуннă, ěмěрех вăл çуннă;

Терт, шар тухах тăнă таçтан.

Пурне те аяла вăл тунă —

Çěре çавăракан титан.


Эсир, çěр аллăшар, икшер çěр

Çултан иртсе пурнас çынсем!

Ан манăр: сирěншěн тем те пěр

Тÿссе ун чакнă кунěсем.


Çур ěмěртен кăна вăл иртнě;

Вăл курнă хěн-асап, инкек,

Чăрмав, нуша — пин çынлăх çитнě,

Пěччен вăл пин Прометей пек.

7

Пěр кун та хăйшěн пурăнман вăл:

Кěске самант кануçăн та —

Çынпа калаçнă, пулнă хапăл

Ěçпе килекене кунта.


Ват юмана вăл кăмăлланă:

Леш — тантăш-мěн Мускавпала!

Ак ку аллейăра вылянă

Çамрăксемпе вăл чушкăлла.


Лере ир-ирěн е каç-каçăн

Вăл тухнă шăллěн ачипе.

Ав çавăтса пырать хавассăн

Ăна вăл çăмăл уттипе.


Калать-и тем е куларах вăл

Итлет ача калаçнине...

Çапла ÿкернě фотографи,

Çапла вăл паллă тěнчене.

8

Гараж. Таçтан ютран кÿртернě

Машина.— Хамрăн çукчě-шим?—

Пулман. Ильич ларса çÿренě

Пěр ěмěтпе: тăватпăр, чим!..


Эй, халь курсанччě куçма-куçăн

Минутсерен кусса тухан

Машинăмăрсене çулпуçăм,

Комбайн ěçленине курсан!


Электротрактора курсанччě

Е улăп-экскаватора!..

Ун ěмěчě, вăл хывнă шанчăк

Куллен чăна тухса тăрать...


Ав ун çуни, унпа çÿренě

Вăл çывăх ялсене тухса.

Ав ун кимми, мăшăр кěсменě,

Хăй ишнě вăл, шыва пăхса.

9

Ăçтан пěлен: тен, лăпкă кÿлě

Аса илтернě хумсене...

Тен, Атăла вăл курнă пулě

Е Чěмпěр тухнă куç умне.


Ачалăх тусěсем тěрленě.

Тем тěрлě халăх, тум, йăла…

Нумай чěлхепеле сěрленě

Вăл çитěннě чăпар хула.


Тутарě, вырăсě, чăвашě.

Ирçи, мăкши… Вăл ун чухнех

Сăнанă, çуннă ăнланасшăн

Çав тěрлě халăхсен чунне.


Вěсен танмарлăхě, хисепсěр

Кун-çулě, мăшкăлě, нуши —

Ачаранпах ун тěкěр евěр

Асне кěрсе юлмарě-ши?

10

Ульяновсен чи çывăх тусě

Инспектор Яковлев, чăваш,

Асне килме пултарнă: унсăр

Иртмен пекех килти канаш.


Пěрре çеç мар Володя ларнă

Ун сарлака чěрки çинче,

Чăваш Шкулне те пыркаланă,

Вылянă ун килкартинче.


Ӳсерехпе ак ашшě вилнě,

Патша çактарнă пиччěшне.

Ун чух çав тус хăй çине илнě

Вěсен пайтах йывăрлăхне.


Ильич çавна ялан астунă

Мěнпур тěнчешěн ěçлесе,

Хăй аллипе çырма мел тупнă

Вăл Яковлев хутне кěрсе.

11

Вăл асěнчех усранă, ахăр,

Хăй чăваша вěрентнине;

Çăпатапа пулин те, харсăр

Чăваш çутта туртăннине.


Анчах вăл, ахăрнех, пěлмен-тěр

Çав халăхăн пěр йăлине:

Охотников хăй ывăлне те

Владимир ятлă хунине...


Кайран, пур пусмăра вăл харăс

Ěмěрлěхех çапса ватсан,

Ача чухнехине уяр ăс

Кăларнă чěррěн ялтратса.


Вара «пур халăхшăн, чěлхешěн —

Пěртанлăх, ирěклěх!» — тесе

Çут тěнчене йăлт çěнтермешкěн

Пире тăратрě вăл чěнсе.

12

Çуртне кěретěп. Кашни пусăм

Ильич йěрне усрать кунта.

Çак карлăкран тытса çулпуçăм

Хăпарнă ак çÿлти хута.


Ав ятсăр маçтăр авнă креслă,

Çÿçе хунавěнчен кăна.

Вăл халь пурне те интереслă,

Кашни ачах паллать ăна.


Кресли хыçне таяннă Ленин

Куçне хěссе пăртак кулать.

Вăл уçă сывлăшпа киленнě.

Ун ал сехечě çуталать.


Паркра чěвěлтетет пуль кайăк.

Ильич итленě пек ларать.

Аван-çке пурăнмашкăн, лайăх!

Этем — хăватлăн янăрать!

13

Çак çурт пайтах çынна астунă;

Ăна тирпей кÿрекенни,

Ун хăчě, ырă чунě — пулнă

Надежда Константиновни.


Кунне-çěрне йăлтах вăл маннă:

Куç хупанки йывăрланса

Сиккеленми пуличчен ларнă,

Чунтан-вартан ăшталанса.


Вăл темěнле кил-вут хÿтти пек,

Çапла куратăп яланах:

Ыйха çěнтернě куçě типě,

Тути çинче ăшă сăмах.


Вăл ларнă çепěç няня евěр,

Аллисене умне тытса,

Çынна хурлантарас темесěр

Куççулине аран çăтса.

14

Приют ачи-пăчи — таçтанччě? —

Çыру çитернě ун патне:

«Надежда асанне, сыхлаччě,

Упра Ильич асаттене...»


Çав çырăва тěрленě евěр,

Чăпта çине çиппе çырса

Ăсатнă ачасем; халь эпěр

Ăна вулатпăр куç шăлса.


Упранă вăл, куç пек сыхланă,

Самай пек пулнă вăхăтра

Кěнекесем вуласа панă,

Хыпар пěлтернě хаçатран.


Ěшеннě чěрене пуласлăх

Çěкленě çутă инçетрен.

Самант та татăлман ун аслă

Ăс-хакăлě çак тěнчерен.

15

Тата кама çак çурт палланă?

Çулпуçăмпа пěрле кунта

Çын чунěн инженерě ларнă,

Чи паллă инженер-ăста.


Вăл Горький пулнă... Çăра чейе,

Чечек çыххи сěтел çинче...

Балконě айěпе Россия

Иртет ик çын куç умěнчен.


Вěсем ăна утса хутланă

Енчен енне, вěçрен вěçе.

Пěр çул пěтсен тепри пуçланнă —

Йěрлев, тěрме те ссылка çеç...


Ютра та уншăн пăшăрханнă,

Ыратнă халăхшăн чěре.

Сасартăк Капри сăнарланнă,

Аса илсессěн ют çěре...

16

Вěсем тěл пулнă куçма-куçăн,

Пěрле ÿссе, пěр хěн тÿссе,

Пěр аслă чăнлăхпа яр уççăн

Çутăлтарсан пур кěтессе.


Хěрсе тавлашнисем те пулнă

Çав чăнлăха шыранăçем.

Çавна аса илсе халь кулнă,

Именнě те-и, тен, вěсем.


Çынна мěн чухлě юрататăн —

Ун чухлě ытларах çунан:

Ниçтан нимле хура-мара та

Ан ертěр, тетěн, çав çынна.


Çыравçă ÿсěрсе илсессěн,

Сасартăк — сăмаха чарсах —

Пăшăрхана пуçланă Ленин,

Канма хистенě вăл часрах.

17

...Интеллигенци саботажě,

Пăлхав та выçлăх, тăлăхсем,

Наука, пролеткульт... Ăçта-ши

Çитмен калаçура вěсем!


Республикăмăра шар çурнă

Инкек ун чух. Çавна пěлсех

Çěр çул малаллине те курнă

Ик çын пěр чунлăн пуплесе.


Ик тантăш, икě тус, ик гени

Хăватлă вырăс чěлхипе

Пур халăхсен чунне çěкленě,

Калаçнă пěтěм тěнчипе.


Вěсем çине пăхсан калатăн:

Ак çакăнтах вара чăнах

Европа хăй ăс-хал ыйтмашкăн

Киле пуçлать Российăна.

18

Иртетěп. Пÿлěм хыççăн пÿлěм...

Эп унăн кабинетěнче.

Те курăн, те кураймăн ÿлěм?—

Тесе чылай тăрап пěччен.


Çак пÿлěмрен хăватлă шухăш

Саланнă пěтěм тěнчене.

Шкапра — нумай чěлхепе хутăш

Кěнекесем. Сěтел çине


Вăл Горький кěнекине хунă —

«Ман университетăмсем».

Джек Лондăна вуланă пулнă —

«Пурăнăçа саван этем».


Пенснеллě Чехов умне çакнă

Календарьне вăл çав кунне

Çурма ěлкěреймен, хăварнă —

Январěн çирěм пěрмěшне.

19

Вăл çакăнсах тăрать. Сархайнă.

Январěн çирěм пěрмěш... Çук!

Пěтмен, пěтме пултарайман ун

Кун-çулě хăй куç хупнă чух!


Гипс пит. Меркуров тунă маскă:

Тути те, куçхарши те ун...

Ма çав-çавах шантараймасть-ха

Вăл Ленин çуккине çак кун?


Çěрěпелех ěçленě скульптор —

Ирччен, тăватă сехетчен.

Тулта — тăман е тăвăл уртăр —

Капланнă халăх пур енчен.


Тулта — те юр çуман, те çунă —

Тап-такăр пулнă çул, уй-хир,

Çынсем курса юласшăн çуннă,

Куç хуптарман çěршыв хуйхи.

20

Кěрленě, макăрнă, ÿленě

Салхуллăн, хурлăн мăръесем.

Ильич — вăл вилнě, анчах Ленин

Пуçланнă Ленин кунěсем.


Çапла кăна каланă халăх.

Çав сăмахпа хăй çулпуçне

Вилмеслěх, ěмěр пурăнмалăх

Вăл пехилленě çав çулне.


Çав çултанпа çуллен пěр авăк

Ěççыннисен вěри чěри

Хăвăртланса тапать сасартăк.

Çав çултанпа, çак кил-çуртри


Тин çеç пуçланă календарěн

Кун листисем сархайнăçем,

Кěрешěве чěнсе, кăваррăн

Çунаççě Ленин кунěсем.

21

Январěн çирěм пěрмěш...  Тăрăр!

Шăп пулăр пěр самант, çынсем!

Анчах пире хуплаймě траур,—

Утатпăр Ленинпа çěнсе.


Çак алăкран вăл тухнă — Ленин,

Тěнче курман мăн çěклем пек

Ăна хăй партийě çěкленě

Нихçан сÿнми ěмěтсемпе.


Çав кун таçти çěрсем те ырнă:

Çак вырăс ялěнчен инçе

Çав тупăках çěкленсе пынă

Пин-пин хулпуççисем çинче.


Анчах çын чунěсем туптаннă

Çав йывăр хурлăх пуснăçем.

— Чурашăн çăлăнăç пуçланнă!—

Шантарнă Ленин кунěсем.

22

Тăван çěрте тÿлек çанталăк,

Ак мир ěçне — Ильич ěçне —

Тума пуçтарăннă пур халăх

Эпир халь килнě ун патне.


Пуху пÿне çитмен яшсемччě

Нумайěш вăл астăвасса.

Халь пирěн сассăмăр çěкленчě

Телейшěн, миршěн янраса.


Курса пăхса çÿретпěр акă —

Пайтах чěлхеллě тěрлě çын:

Корейě, вырăсě, полякě...

Пăлхарпала чăваш, румын...


Куçсем йăлтăртатса каяççě:

Пěр ěненÿллě йыш эпир.

Тулта халь кăнтăрла-и, каç-и,—

Чěремěрте çап-çутă ир.

23

Хура юнсен хура ылханě

Каллех, виле çăханě пек,

Кăранклатса вěçме хăтланě

Пур çутçанталăк анěпе.


Мěнпур йăх-ях, тěнче усалě,

Пěр пěлěт евěр капланса,

Уяр куна пăсасшăн халě

Аслатисем авăттарса.


Анчах çěршывăмăр пуçланă

Çěн эрăн шуçăмěнченех

Эпир тăрса çапла юрланă,

Çапла юрлатпăр хальчченех:


«Хаяр аçа çапса ватсассăн

Чуниллисен пур ушкăнне,

Пире çак хěвелех хавассăн

Çутатě, парě ăшшине.»

24

Çак шухăшпа çуртран эп тухрăм.

Куçа çиет хěлхемлě юр.

Çара çăка, юман та хурăн.

Энтрěкленмен-ха. Çутă пур.


Сасартăк эп, утса пыруçăн,

Куратăп ешěл чăрăша.

Каçхи хěвел ăна яр уççăн

Çутатрě ячě пěр хушша.


Умра каллех çурхи тěнче пек,

Лăсра курап ун вăй-халне.

Унтах аса илетěп эпě

Кремль умěнчи чăрăшсене.


Чěр пурнăç ěмěрлěх пилленěн —

Çаралмě чăрăш нихăçан.

Пирěнпеле ялан пěр Ленин,

Эпир те Ленинпа ялан!


1951—1952. Мускав,

Шупашкар, Кисловодск.

Хусанкай, П. Горкăри çурт : [поэма] // Хусанкай, П. Поэмăсем / П. Хусанкай. – Шупашкар, 1960. – С. 186-195.